Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
28 Ноябрӗн 2023, 10:45

Выльăх пăхакансен туслă ушкăнĕ

Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ СПКри Суккул ялĕнчи сĕт-çу фермин ĕçченĕсем нумай çул хушши лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.

Выльăх пăхакансен туслă ушкăнĕ
Выльăх пăхакансен туслă ушкăнĕ

Асăннă отрасльте вĕсем пĕр теçетке çул анчах ĕçлемеççĕ. Акă, сăмахран, коллективри чи аслă çын – Василий Сулеев. Людмила Яковлева вара нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухнă, анчах унăн тата та ĕçлеме кăмăлĕ пур-ха.
Хальхи вăхăтра фермăра семминталь ăратлă шултра мăйракаллă выльăх ĕрчетеççĕ: 400 пуç сăвăнакан ĕне, 111 пăруламан пушмак, 78 пуç выльăх самăртмалли ушкăнра тăрать, 66 пуç 1-3 уйăхри пăрусем, икĕ эрне тултарман 16 пăру профилактори ушкăнĕнче. Çавăн пекех фермăра 24 пушкăрт ăратлă лаша та пур.
Машинăпа ĕне сăвакансен туслă ушкăнĕ те вăрах вăхăт хушши тăрăшать. Çав шутра: Светлана Иванова, Людмила Яковлева, Рита Яковлева, Надежда Павлова, Алена Андреева, Люция Тихонова, Марина Яковлева, Лилия Иванова. Лаборант тивĕçĕсене Мария Кириллова пурнăçлать.
Сăвăм лайăх пуласси тата сывă пăрусем çураласси выльăх пăхакансем тÿрĕ кăмăлпа ĕçленинчен нумай килет. Асăннă ĕçре Геннадий Яковлев, Владимир Варламов, Валерий Кириллов, Сергей Трофимов тăрăшаççĕ. Самăртмалли ушкăншăн Игорь Петровпа Борис Петров яваплă. Пăруламалли уйрăмри выльăхсене Валерий Антоновпа Николай Антонов, пăрусене Светлана тата Анатолий Семеновсем (амăшĕпе ывăлĕ) пăхаççĕ. Профилактори уйрăмĕнче Ираида Михайлова вăй хурать. Ку – питĕ яваплă участоксенчен пĕри. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ чĕр чунăн малашнехи сывлăхĕ тата ÿт епле хушасси пĕчĕк чухне мĕнле пăхнинчен нумай килет. Пăруламан пушмаксене Иван Павловпа Владимир Иванов пăхаççĕ.
Ферма тăрăх утнă май вăл таса пулнине, ĕçченĕсем тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнине, професси тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçланине палăртас килет. Ку яваплă тивĕçе тислĕк тасатакан транспортер операторĕсем Андрей Золотов, Сергей Сибагатуллин, Борис Петров пурнăçлаççĕ. Васкавлă тата планпа палăртнă ветеринари процедурисене Руслан Гиззатуллин ветеринар пурнăçлать.
– Выльăх-чĕрлĕхе картара тăратассине эпир начар мар хатĕрлентĕмĕр, юсав ĕçĕсене пурнăçларăмăр, кирлĕ чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрлерĕмĕр. Выльăхсене тырăран авăртнă фураж, сенаж тата улăм, мел, тăвар паратпăр. Утă ытларах пăрулама хатĕрленекен ĕнесене тата пăрусене лекет. Тин çуралнă пăрусене пилĕк куна çитиччен ĕмĕртетпĕр, уйăх тултариччен çăра сĕт ĕçтеретпĕр, унтан сĕте улăштармалли хутăш çине куçатпăр, мел, фураж тата утă паратпăр.
Пăрулама вăхăт çитсен выльăх пăхакансем хушшинче дежурство йĕркелетпĕр, кирлĕ пулсан ветеринара чĕнтеретпĕр. Кăçал ĕнесем пăруласси декабрь уйăхне тÿр килмелле. Çак кунсенче Ĕпхÿри организаципе калаçса татăлса 56 ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентертĕмĕр. Светлана Иванова, Людмила Яковлева, Рита Яковлева операторсем çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмĕшле 76796, 71967, 68731 кг сĕт суса илнĕ.
Пурне те тав туса çакна палăртас килет, эпир туслă та хăвăрт ĕçлетпĕр. Мĕншĕн тесен фермăра тăрăшакансенчен ытларах пайĕ хăйсен ĕçлĕ пурнăçне çак профессипе çыхăнтарнă çынсем. Выльăх пăхакансенчен ытларахăшĕ пенси çулне çитсе пыраççĕ. Чи çамрăккисем – хĕрĕх çулта. Тивĕçлĕ канăва тухсан та çынсем хăйсен ĕçне пăрахмаççĕ, вĕсене улăштаракан çуккине ăнланса малалла ĕçлеççĕ, – паллаштарать лару-тăрупа Суккулти сĕтпе çу фермин ертÿçи Василий Павлов.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Суккул ялĕ.

Выльăх пăхакансен туслă ушкăнĕ
Выльăх пăхакансен туслă ушкăнĕ
Выльăх пăхакансен туслă ушкăнĕ
Выльăх пăхакансен туслă ушкăнĕ
Выльăх пăхакансен туслă ушкăнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: