Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
12 Октябрӗн 2022, 15:10

Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Пушкăртстан мобилизацие лекнисене мĕнле пулăшать?

Мĕнпур районсемпе хуласем тулли мар мобилизацие лекнĕ ентешсене хастар пулăшаççĕ. Республика влаçĕсем те, обществăлла организацисем те салтаксене пулăшу памалли мерăсен комплексне пуçарса янă.

Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Пушкăртстан мобилизацие лекнисене мĕнле пулăшать?
Хамăрăннисене пăрахмастпăр. Пушкăртстан мобилизацие лекнисене мĕнле пулăшать?

Мобилизацие лекнисен çемйисене волонтерсем пулăшаççĕ
Пушкăртстанра республика пуçлăхĕн пуçарăвĕпе кашни хулапа районта М.Шаймуратов ячĕллĕ волонтер штабĕ уçăлнă. Унăн хастарĕсем çар операцине хутшăннисен çемйисене социаллă, психологи енчен тата йăлари пулăшу парĕç: апат-çимĕç илсе килĕç, картишне йĕркене кĕртĕç, мĕн те пулин сăрлĕç, ачапа ларĕç. Волонтер штабне, çавăн пекех волонтер пулас тесен 8-800-201-89-03 номерпе 9.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен шăнкăравлама пулать. Çавăн пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççĕй» партин вырăнти уйрăмне те çитме май пур.
Салтаксене посылка
Оборона министерстви тивĕçтернĕ тумсăр пуçне республика хăтлă служба иртме хушма кирлĕ япаласене туянать. Мĕнпур хула районĕсенче тулли мар мобилизацие лекнисем валли посылкăсем йышăнакан пунктсем уçăлнă. Бандероль адресат патне çиттĕр тесен коробка çине мобилизациленĕ çыннăн хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, датăна, телефон номерне çырмалла. Посылкăна лайăх чĕркемелле.
Çар çыннисене çак япаласене яма пулать: харпăр гигиена япалисем, эмелсем, хунар, термо кĕпе-йĕм, шлем ăшĕ, перчеткесем. Час пăсăлакан апат-çимĕç, кĕленче савăтсем тата алкоголь чикме юрамасть.
Посылкăсене салтаксем вырнаçса тăнă вырăнсене кашни эрнере илсе çитерĕç. Кирлĕ япаласене мобилизацие лекнисен тăванĕсем кăна мар, кăмăл тăвакансем те пухма пултараççĕ.
«Хамăрăннисене» район пуçлăхĕсемпе мэрсем
кайса курĕç
Иртнĕ эрнере Радий Хабиров муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе мобилизаци канашлăвĕ ирттернĕ. Унта вăл хăйсен районĕсемпе хулисен арĕсене, вĕсен лару-тăрăвне икĕ хутчен кайса тĕрĕслеме хушнă. Чылай ертÿçĕ çÿлтен хушу парассине кĕтмесĕр хăйсем тĕллĕн çак ĕçе пурнăçланă.
Район пуçлăхĕсем апат-çимĕçпе тумтирсемсĕр пуçне тăванĕсемпе çывăх çыннисен çырăвĕсене, ачасен ÿкерчĕкĕсене, ырă та пысăк чĕреллĕ ентешĕсем хатĕрленĕ парнесене те илсе каяççĕ.
Радий Хабиров мобилизацие лекнисем вĕренÿ иртекен кашни чаçре хăйĕн канашçине (советник) палăртнă. Вĕсем пурте хисеплĕ те опытлă çынсем. Канашçăсем урлă республика пирĕн ентешсемпе çыхăну тытать, йăлари тата ытти ыйтусене татса пама пулăшать. Çавăн пекех салтаксем вырнаçса тăнă вырăнсенче фельдшерсемпе тухтăрсем те ĕçлеççĕ.
Тулли мар мобилизаципе
çыхăннă ыйтăва ăçта
памалла?
Пушкăртстанра Лару-тăру центрĕ никĕсĕ çинче мобилизаципе çыхăннă «хĕрÿ лини» ĕçлет. Ыйтусене 112 телефонпа (1 кнопка) 8-20 сехетсенче пама пулать.
Çавăн пекех Республикăн управлени центрĕ те программа пуçарса янă. Телефон çине Телеграм уçламалла, шырав йĕркинче Mobilizacia Bash Bot çырмалла – меню уçăлĕ. Унта интереслентерекен ыйтусем çине хурав тупма май пур.
Çав вăхăтра
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Мобилизаци енĕпе çар службинчен хăтарасси çинчен калакан указа улшăнусем кĕртнĕ. Тÿрлетÿсемпе килĕшÿллĕн аспирантсемпе ординаторсене, наукăпа технологи центрĕсенче вăтам професси тата аслă пĕлÿ илнĕ граждансене, тĕнпе вĕрентÿ организацийĕсенче ăс пухакансене çар службине илмĕç. Асăннă указ вăя кĕнĕ, сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнчен, мобилизаци пуçланнă кунран, ĕçлеме тытăннă.
Унччен маларах пĕрремĕш аслă пĕлÿ илекенсене, колледжсен студенчĕсене службăран хăтарасси пирки каланăччĕ.
Салтаксем патне
артистсен агитбригадисем çула тухĕç
Республика пуçлăхĕ регионти культура министрне Амина Шафикована вырăнти артистсенчен агитбригадăсем йĕркелеме хушу панă. Шăпах вĕсем салтаксем вырнаçса тăнă вырăнсене концертсемпе кайĕç. Çакăн йышши пуçарупа артистсем хăйсем республика ертÿçи патне тухнă пулнă.
Пĕлсе тăма
«Госуслугинче» хăйсен ирĕкĕпе служба иртме кăмăл тăвакансем çырăнма пултараççĕ. Ку майпа 70 пин ытла çын усă курнă. Çакна тăвас тесен «хăй ирĕкĕпе каякан» тени çине пусмалла. Çавăн пекех «Госуслугинче» тулли мар мобилизаципе çыхăннă правилăсене пăсни çинчен те пĕлтерме пулать.
Ирида НОВИКОВА
хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: