Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă

Ĕнер, май уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Ĕпхÿри Советски площадĕнче республикăра хăйсен ирĕкепе йĕркеленнĕ батальона çар ĕçне хăнăхмалли вырăна ăсатнă. Çак церемоние Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров та хутшăннă.

Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă

 Батальон Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Тагир Кусимов генерал-майор ячĕпе хисепленсе тăрĕ. Вăл Пушкăрт мотострелок полкĕн иккĕмĕш подразделенийĕ пулса тăрать. Асăнна полк шутне çавăн пекех Даян Мурзин ячĕллĕ батальон та кĕрет. Ăна çар ĕçĕсене хăнăхмалли вырăна апрель уйăхĕнче ăсатнăччĕ.

Аса илтеретпĕ, 2023 çул пуçламăшĕнче çар çапăçăвĕсене хутшăннă ветерансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе çар подразделенийĕсем йĕркелес сĕнÿпе республика ертÿçисем патне тухнăччĕ. Çара кайма хатĕррине пĕлтерсе çĕршер çын кăмăл тунă. Вĕсенчен нумайăшĕ салтакра пулнă, çар çапăçăвĕсене хутшăннă.

Радий Хабиров ветерансен пуçарăвне ырласа йышăннă, подразделенисене Пушкăртстанăн мотострелок полкне пĕрлештерессипе те килĕшнĕ. Республика çар çыннисене тумтирпе, техникăпа тата тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Хăйсен ирĕкĕпе çара каякансем çавăн пекех çур çулта пĕр хут паракан 200 пин тенкĕ тата кашни талăка палăртнă тÿлеве илĕç.

Церемони пуçланас умĕн Радий Хабиров Советски лапамра вырнаçтарнă Раççей Геройĕн Минигали Шаймуратов генерал-майорăн палăкĕ умне чечексем хунă.

«Хисеплĕ юлташсем! Хаклă ентешсем!

Паян эпир çак площадьрен çар хăнăхăвĕсем иртмелли вырăна Пушкăртстанăн черетлĕ, пиллĕкмĕш, Тагир Кусимов генерал ячĕллĕ батальона ăсататпăр. Тепĕр эрнерен артиллери дивизионĕ çула тухĕ. Тата тепĕр эрнерен - ытти подразделенисем. Вĕсем пурте, эпир малтан палăртă пек, хайсен ирĕкĕпе йĕркеленĕ мотострелок полкне пĕрлешĕç. Унăн ятне «Пушкăртстан» пушкăрт полкĕ тесе калама ыйтатăп.

Хисеплĕ юлташсем!

Паян эпĕ республика ятĕнчен сире çакăн пек йышăну тунăшăн тав сăмахĕ каласшăн. Эсир йышăнни – çăмăл та ахаль тунă утăм мар, вăл паттăрлăхпа тата хăйюллăхпа  çыхăннă, çĕршывшăн питĕ те кирлĕ пулăм. Паян мĕнпур республикăпа сирĕн тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене эсир палăртнине пурнăçа кĕртме вĕсем ирĕк панăшăн, сирĕн йышăнупа килĕшнĕшĕн тав тăватпăр. Эпир сире май çитнĕ таран пулăшăпăр. Республикăн мĕнпур вăйне, пурлăхне, хăватне сире мĕн кирлипе тивĕçтерес çĕре ярăпăр. Паянхи кун эпир шăпах çак ĕçе оборона министерствин мобилизацине лекнĕ ытти тăватă батальон валли те пурнăçлатпăр. Республика ятĕнчен сирĕн тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем çинчен те манманнине пĕлтеретĕп, аçăр-аннĕрсем, арăмăрсемпе ачăрсем тимлĕхсĕр юлмĕç.

Эпир эсир хăвăрăн çар тивĕçне кирлĕ шайра пурнăçласса шанса тăратпăр. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Пушкăртстанăн пиншер каччи те çакнах кăтартса парать. Чи кирли вара тăван киле ырă-сывă таврăнмалла пултăр», - тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров батальон боецĕсене чĕнсе каланă май.

Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон командирĕ республика ертÿçисене хăйсен ирĕкĕпе çар ретне тăнă çынсене пĕр çĕре пухма тата экипировкăпа тивĕçтерме пулăшнăшăн тав тунă.

«Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне Пушкăртстанра пурăнакансем нихăçан та пăрăнса айăккинче юлман. Пирĕн çар çыннисене Тăван çĕршыв хăрушлăхра чухне ăна пулăшас шухăш пĕрлештерет. Эпир хамăр ума лартнă тĕллевсене, пирĕн аттесемпе асаттесем вĕрентсе хăварнă йăла-йĕркесене пăхăнса, тивĕçлĕ пурнăçлăпăр», - тенĕ батальон командирĕ.

Çакăн хыççăн çар çыннисем мăнаçлă маршпа Советски площачĕпе утса иртнĕ. Тăванĕсемпе çывăх çыннисене  сывпуллашма 10 минут вăхăт панă хыççăн автобуссем çине ларма команда пулнă. Автобуссен колонни çар ĕçне хăнăхмалли вырăна çула тухнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Тагир Кусимов ячĕллĕ батальон çула тухнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: