Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Кам ветеран пулма пултарать?

«Ветеран» статуса СВО салтакĕсем служба вăхăтĕнчех илме пултараççĕ. Ку йĕрке кадрти çар çыннисене те, мобилизаципе кайнисене те пырса тивет.

Кам ветеран пулма пултарать?
Кам ветеран пулма пултарать?

«Çапăçусене хутшăннă ветеран» статуспа удостоверение Украинăри ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаципе, ятлă батальонсене контрактпа тата хăйсен ирĕкĕпе кайнисем те, çаплах службăран тухнисем те илме пултараççĕ, тесе пĕлтерет «Защитники Отечества» фондăн официаллă сайчĕ.


Кун валли:
Çарта тăраканнисем çар чаçĕн командирне ыйтса çырмалла.
Службăран кайнисем удостоверени илме вырăнти çар комиссариатне заявлени тăратмалла.
Çар чаçĕн кадр служби «ветеран» статуса салтак СВОна кайичченех хатĕрлеме тытăнать. Çар çыннинчен кун пек чух рапорт кăна кирлĕ. Удостоверение вăл хăйех е хăй шаннă çынни тесе палăртнă тăванĕ илме пултарать. Анчах, нумай чухне ветеран удостоверенине демобилизациленсен илеççĕ. СВО вăхăтĕнче çар çыннисем икĕ сăлтавпа кăна çартан каяççĕ: çара юрăхлă ÿсĕм çулĕн чиккинчен иртсен тата сывлăха пула.
Хăйсен ирĕкĕпе кайнисен, кадрти çар çыннисемпе танлаштарсан, удостоверени илмешкĕн кăшт кансĕртерех. Вĕсен вырăнти çар комиссариатне заявлени çырмалла тата хăйсен ирĕкĕпе кайнă батальонра (е ушкăнра) çар тивĕçне пурнăçланине (приказри выпискăсем тата ытти) çирĕплетмелле, аманни çинчен документсем тăратмалла. Енчен те кун пек документсем çук-тăк, çар комиссариачĕ çар чаçĕсене запрос ярать, илнĕ хутсене çын хăш регионти СВОна кайнă, çав регионах ярать. Енчен те хутсем йăлтах йĕркеллĕ пулсан, ветеран удостоверенине пĕр çар комиссариатĕнчен теприне яраççĕ.
ЧВК («Вагнер», «Шторм Z», «Редут») салтакĕсем уйрăм категори. «Ветерансем çинчен» Федераллă законпа килĕшÿллĕн, вĕсен те ятарлă çар операцине хутшăнни çинчен удостоверени илме ирĕк пур. Вĕсен докуменчĕсене РФ Оборона министерстви хатĕрлет. Çавăнпа ЧВК салтакĕсем ветеран удостоверенине «Защитники Отечества» фонд урлă кăна илме пултараççĕ.
Ирина НИКОЛАЕВА.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: