Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
9 Августӑн , 17:21

Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ

Республикăри волонтерсен центрĕнчи #ЭпирПĕрле (#МыВместе) проектăн регионти штабĕнче гуманитари пулăшăвĕ пухассине 10 00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен йĕркеленĕ. Вăл Ĕпхÿ хули, Пушкин урамĕ,  86 çурт («Йәшлек House» çамрăксен хутлăхĕ – гараж çурчĕ, хапхи тĕп çурта кĕмелли вырăнтан сулахай енче) адреспа вырнаçнă.

Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ
Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ

«Пушкăртстанри ирĕклĕ пĕрлешÿ яланах кама пулăшу кирлисене пулăшма хатĕр. Паян эпир Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухма пуçларăмар. Çавăн па та республикăра пурăнакансене çак пархатарлă ĕçе хутшăнма ыйтатпăр , - пĕлтернĕ ПР Çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен патшалăх  комитечĕн председателĕ Вито Сабиров.

Гуманитари пулăшăвĕ шутне шкул хатĕрĕсемпе рюкзаксем, ăшă тумтирпе атă-пушмак, вырăн таврашĕпе  утиялсем, час пăсăлман (6 уйăха упранаканисем) апат-çимĕç, гигиена пуххи, ачасемпе аслисем валли пиевçĕсем (подгузники), пĕр хут усă курмалли кипкесем (пеленки), ача апачĕ кĕреççĕ.

#ЭпирПĕрле  регионти штабăн телефонĕ - 8  927- 311- 23- 55.

Юрий СНЕГОПАД.

Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ
Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ
Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ
Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ
Курск облаçĕнче инкеке лекнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: