Çак таса чунлă хĕр ача çине пăхатăн та йывăр шухăша путатăн. Хальхи вăхăтра мĕн чухлĕ ача хăйсен хаклă та юратнă ашшĕсене кĕтеççĕ. Эй, Турăçăм, хăвăртрах çĕр çине тăнăçлăх çиттĕрччĕ, текех ачасен куççулĕ ан юхтăрччĕ. Хальхи вăхăтра СВО зонинчи аттесем, пиччесемпе шăллăмсем май пур таран çак куна çывхартассишĕн тăрăшаççĕ, вĕсем – пирĕн чăн-чăн паттăрсем.
Паян эпĕ ятарлă çар операцийĕнчи салтаксенчен пĕрин çинчен каласа парасшăн. Унăн икĕ позывной – «Суетолог» тата «Кузнец». Салтак Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйинче пилĕк ача çитĕннĕ. Унăн икĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ тата йăмăкĕ пур. Вăл ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ашшĕ комбайнер пулса ĕçленĕ. Уроксем хыççăн ăна пулăшма васканă. Амăшĕ доярка пулса тăрăшнă. Арçын ача ăна та фермăра пулăшса ĕлкĕрнĕ. Ĕç пурнăç тыткăчи пулнине ăнланнăран аслисене итлекен, хисеплекен ача пулса çитĕннĕ. Кузнецовсен кăтартуллă çемйинче пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса пурăнаççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. Вĕсем ĕçчен те тăрăшуллă, хăйсен тăрăшулăхне, хастарлăхне пула çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ.
«Кузнец» тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех хăйĕнчен кĕçĕнрех хĕр ачана килĕштернĕ. Уроксем хыççăн шкултан яланах иккĕшĕ пĕрле таврăннă. Вăл ăна кирек хăçан та хÿтĕленĕ, пулăшнă.
– Пирĕн туслăх шкул çулĕсенчех пуçланнă. Каярах чăн-чăн пысăк юратăва çаврăнчĕ. Шкул хыççăн Ĕпхÿри вăрман хуçалăхĕн техникумне вĕренме кĕтĕм, ландшафт дизайнерĕ профессие суйласа илтĕм. Вăл Октябрьский хулинчи С. Кувыкин ячĕллĕ нефть колледжĕнче пĕлÿ илчĕ. Эпир, çамрăксем, пĕрле Мускав хулине тухса кайма шутларăмăр. Вăл сварщик пулса ĕçлетчĕ, эпĕ – ландшафт дизайнерĕ. Пĕр çулталăк ĕçленĕ хыççăн çемье çавăрма шутларăмăр. Питĕ чаплă туй туса ирттертĕмĕр. Тепĕр икĕ çултан Таисия хĕрĕмĕр çуралчĕ. Халĕ вăл виçĕ çулта, – йăл кулса илет çамрăк хĕрарăм.
– Питĕ чипер ача! Куç ан ÿктĕрччĕ, – чĕререн калатăп эпĕ.
– Мухтав Тура! Шел, тĕнчери лару-тăру пирĕн телейлĕ кунсене вăхăтлăха пăрахăçларĕ. Мăшăра 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче СВОна чĕнсе илнĕренпе хĕрĕмпе иксĕмĕр пурăнатпăр. Упăшка пурне те хăй туса ĕлкĕретчĕ. Унсăр мана хĕнтерех килет. Пурнăçри пур ыйтусене те тишкермелле, куллен сиксе тухаканнисене татса памалла. Малтанлăха эпĕ çухалсах кайрăм. Çитменнине эпир хамăр Мускаври хваттерте юсав ĕçĕсем пуçланăччĕ. Манăн пуçра яланах пĕр шухăшчĕ: «Малалла мĕнле пурăнмалла?» Вăл кайнă хыççăнхи малтанхи кунсем чи йывăррисемччĕ. Эпĕ халĕ те кун пирки лăпкăн калаçма пултараймастăп (Крестина шывланнă куçĕсене шăлса илет). Çур çул хушши ним тума аптăраса пурăнтăм. Пулса иртнине ăнланма та, йышăнма та пултараймарăм. Йывăр вăхăтра хĕрĕмĕре пăхма пулăшнăшăн атте-аннесене, тăвансене чунтан тав тăватăп. Вăхăт сиплет теççĕ. Çук, эпĕ кунпа килĕшме пултараймастăп. Анчах та этем вăхăт иртнĕçемĕн пулса иртнипе килĕшет, хăнăхать. Халĕ эпĕ кăштах лăплантăм, хама хам алăра тытма тăрăшатăп. Кăмăла хытарса вăя пуçтараймасан мăшăршăн епле шанчăклă тыл пулам-ха? Халĕ хамăн пусăрăнчăк кăмăла хĕрĕме кăтартма тăрăшмастăп. Ашшĕпе пурте йĕркеллĕ пулать, часах çĕнтерÿпе таврăнать тесе калатăп. Хăвăртрах çак кун çиттĕрччĕ. Кашни ачан тулли те телейлĕ çемьере çитĕнмелле.
– Çапла пултăр та! Таисия кашни кун ашшĕ çинчен ыйтать, ун пек самантсенче сире йывăр пулмасть-и?
– Çапла, эсир хăвăрах илтрĕр вĕт. Вăл темĕн чухлĕ ыйту парать. Хуравне кĕтсе иличченех хăйне хăй лăплантарма пуçлать. Мăшăра ятарлă çар операцине ăсатнă чух вăл çулталăк çурăраччĕ. Халĕ вĕсем видеоçыхăнупа калаçаççĕ. Ашшĕ экран çумне çыпçăнсах хĕрĕн кашни сăмахне итлет. Манăн яланах куççульсем тухаççĕ. Вăл – питĕ тимлĕ, ырă кăмăллă мăшăр, атте. Пире нихăçан та начар сăмах каласа курман. Хĕрне чунтан юратать. Таисия яланах ашшĕн алли е чĕркуççи çинче.
– Вăл отпуска килнĕ кунсене епле ирттеретĕр?
– Эпир тăвансемпе, çывăх çынсемпе пĕрле пулма тăрăшатпăр. Пушкăртстанра пурăнакан аттепе анне патĕнче пулса килтĕмĕр. Вĕсем – чи кĕске, анчах телейлĕ кунсем. Çак самантсем халĕ те чуна ăшăтаççĕ.
– Сирĕн юратнă каларăш пур-и?
– Паллах. «Пурте лайăх пулать» тетĕп хама хам кашни кун. Манăн мăшăр – Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ. Ашшĕ-амăшне хисеплет, Тăван çĕршыва юратать. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех вăл кăмăл çирĕплĕхне, вăй-халпа тÿсĕмлĕх пахалăхĕсене аталантарма пултарнă. Çавăнпа та вăл пĕр шухăшласа тăмасăрах Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Эпĕ хамăн нимрен те хăраман паттăр çынпа мăнаçланатăп. Çак юнлă вăрçă хăвăртрах вĕçленессе, ашшĕсем хаваслăн хăйсен ачисене алла илессе ĕмĕтленетĕп.
– Ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕччĕр, Крестина.
Зухра ХАКИМОВА. Пишпÿлек районĕ.