Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
18 Сентябрӗн , 12:05

Çар ретне тепĕр хут таврăнма ĕмĕтленет

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситек ялĕнчи «Шаман» тесе чĕнекен ятарлă çар операцийĕн участникĕ аманса госпитальте сипленнĕ тата тăван ялĕнче реабилитаци иртнĕ хыççăн çарти тусĕсемпе пĕрле татах та çар ретне тăма хатĕрленет.

Çар ретне тепĕр хут таврăнма ĕмĕтленет
Çар ретне тепĕр хут таврăнма ĕмĕтленет

Хальхи вăхăтра районти ялсенчен Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçлакансем нумайăн. Хăшĕсем çар ретне мобилизаципе лекнĕ, контракт алă пусса кайнисем те пур. Ситек ялĕнчен çеç СВОна хутшăнакансен шучĕ вуннăран иртет. Пире вĕсенчен пĕринпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
– Эпĕ 2023 çулхи сентябрь уйăхĕнче РФ Оборона министерствипе çулталăка контракт алă пусрăм, – тет ялти çÿллĕ вырăнта ларакан пысăк та илемлĕ пÿртри пÿлĕмсен стенисене илемлетессипе ĕçлекен арçын. – Пĕр полкра служба иртекен туссем патне кайиччен мăшăрпа иккĕн çеç пурăнатпăр пулин те кил валли мĕн те пулин усăллине туса хăварас килет. Ачасем çитĕнсе çитрĕç, хăйсем уйрăм пурăнаççĕ. Хĕрпе ывăл пире ултă мăнук парнелерĕç.
Пÿрт ăшĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăнпа вăхăтлăха пысăк та çутă гаражра пурăнатпăр. Юсав материалĕсене пĕтĕмпех туяннă. Халь-халь тенĕ пек ăстаçăсем килсе çитмелле. Хам кайиччен ĕçе вĕçлеме шантараççĕ. Эпĕ каялла кайма поезд çине билет та илтĕм. Çар чаçĕнче сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулмалла, - тет отпускри салтак.
Аллă пилĕк çулхи контрактник çар службипе паттăрлăх шкулне Совет Çарĕн ракетăллă çарĕнче, Укранинăрах, Кировоград хулинче, иртнĕ. Салтакран таврăнсан авланнă та çемйипе Мускав çывăхне тухса кайнă. Пĕчĕк тăван кĕтесĕ хăй патне туртнипе каялла таврăнса тăван «Россия» колхозра механизатор, каярах водитель пулса ĕçлеме тытăннă. Колхоз саланнă хыççăн Çурçĕре тухса кайнă, унта икĕ теçетке çула яхăн ĕçленĕ.
– 2023 çулхи кĕркунне республикăран 25 çынна Шаймуратов батальонне чĕнсе илчĕç, – тăсать калаçăва «Шаман». – Октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче малти рете çитрĕмĕр. Тÿрех Пиллĕкмĕш дамбăна хÿтĕлеме кайрăмăр. Тепĕр куннех хулпуççине амантрĕç. Осколок лекнине туйман та.
Çапăçуран хам урасем çинчех утса тухрăм. Юн нумай çухатнипе кăштах çапалантаратчĕ. Тухтăрсем сурана хăвăрт çеç «сапласа ячĕç», осколокне туртса кăлармарĕç. Мĕншĕн тесен кăткăс операци тумаллаччĕ. Ăна хирти условисенче тăваймастăн. Осколок халĕ те хулпуççинче, алла хускатма чармасть, ытлашши ыратмасть. Çапла икĕ кунтан строя тăма хатĕрччĕ. Анчах сурана пула связист-такелажника куçарчĕç. Эпĕ çар хатĕрĕсене илсе çитерессишĕн, вĕсем пуррипе çуккишĕн, дронсен аккумуляторĕсене зарядка лартнишĕн яваплă. Салтаксемпе офицерсене çĕрлехи вăхăтра тепловизорсем витĕм кÿреймен курăнми плащсем валеçсе паратăп. Паллах, апат-çимĕçпе, ĕçмелли шывпа вăхăтлă тивĕçтересси те манăн тивĕç. Манпа пĕрле хамăр районти Михайловка ялĕнчи «Зуб» ятлă ентеш те служба иртет. Вăл та нумаях пулмасть отпуска таврăнчĕ. Эпир унпа тĕл пултăмăр. Тăван çĕр çинчи тĕлпулăва блиндажрипе е ют çĕртипе танлаштараймăн, килти лару-тăрура калаçса лартăмăр. Кăштах урăхларах пулин те питĕ кăмăллă.
Кирек епле вăрçăра та çухатусăр е аманмасăр пулмасть. Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Шаман» тепĕр хут аманнă. Ку хутĕнче суранĕ йывăр пулнă: осколокпа хырăмĕ çурăлнă, пĕверне сиенлетнĕ. Çапăçу хирĕнчен ăна «Ямал» ятлă çарти тусĕ илсе тухнă. Ытти аманнисемпе пĕрле вертолетпа Дон çинчи Ростов хулинчи госпитале илсе çитернĕ. Икĕ кăткăс операци тунă. Ун хыççăн пурнăçне çăлса хăварассишĕн Мускаври Бурденко ячĕллĕ госпиталĕн хирургĕсем тăрăшнă.
– Халĕ хама лайăх туятăп. Тухтăрсем тата та ытларах хамăн мăшăр пулăшнипе сывлăха пĕтĕмпех юсарăм. Мана шăпах мăшăрăм хăйĕн шанăçĕпе тата юратăвĕпе çăлса хăварчĕ, – тет хăюлăхпа хастарлăхшăн икĕ медале тивĕçнĕ «Шаман». – Кĕтмен отпуск вăрах та усăллă пулчĕ. Аманнишĕн панă укçапа çĕнĕ автомобиль туянтăм, июнь уйăхĕнче çемьене Адлера канма илсе кайса килтĕм.
Пушкăртстан Республикин Пуçлăхне суйлассипе çыхăннă сасăлава та кайса килтĕм. Чи интересли вара çакă: хăш чухне пуçа пурнăç пĕлтерĕшĕ пирки тĕрлĕ шухăшсем пырса кĕреççĕ: Çурçĕрте мĕн начарри пурччĕ? Начар мар ĕçлесе илеттĕм! Мĕншĕн çапăçма кайрăм? Анчах халĕ манăн хурав пĕрре. Манăн унта пулмалла, хама вут-çулăмлă çапăçу хирĕнчен алă çинче çĕклесе тухнă «Ямал» тусăма ниепле те пăрахма юрамасть. Кирек хăш вăрçăра та вут-çулăм, йывăрлăхсем, тамăк витĕр тухнă хĕç-пăшалпа перекен салтаксем кирлĕ. Çĕнтерÿ нихăçан та çăмăл та, илемлĕ те пулмасть.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Ситек ялĕ.

Çар ретне тепĕр хут таврăнма ĕмĕтленет
Çар ретне тепĕр хут таврăнма ĕмĕтленет
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: