Вăл мĕн валли кирлĕ?
Хальхи вăхăтра контракт мелĕпе çар службине каяс текенсем хăйсем тĕллĕн медицина комиссийĕ иртеççĕ, анализсем параççĕ, тĕрлĕ справкăсем пуçтараççĕ. Çакă темиçе куна тăсăлма пултарать. Центрта пурте пĕр вырăнта: çар комиссариачĕн ĕçченĕсем документсем йышăнаççĕ тата ыйтусем çине хуравлаççĕ, тухтăрсем анализсем илеççĕ тата сывлăхĕсене тĕрĕслеççĕ, банк ĕçченĕсем васкавлă майпа «Мир» банк картти параççĕ. Карта çине пĕр хутчен парăнакан тÿлев тата укçа-тенкĕ довольствийĕ тÿрех килет. Граждансем центртанах çар командисен йышĕнче служба иртмелли вырăна ăсанаççĕ.
«Шел пулин те, пур районта та медицина комиссине хăвăрт иртме май çук. Кунта, кăмăл пулсан, çитетĕн те тÿрех анализсем паратăн. Вĕсем пилĕк-ултă сехет хушшинчех хатĕр, ниçта та кайма кирлĕ мар, пурне те çак вырăнтах йышăнаççĕ. Кунта банк ĕçченĕсем те ĕçлеççĕ, апат çитерессине те, хăтлă условисенче пурăнассине те йĕркеленĕ. Граждансем центртан çар командисен йышĕнче служба вырăнне ăсанаççĕ. Çын контракт мелĕпе служба иртекенсене суйлассипе çыхăннă процедурăсене кĕске вăхăтрах иртет», - каласа парать республикăри çар комиссарĕ Михаил Блажевич полковник.
Центра кам пыма пултарать?
Центр контракт мелĕпе çар службине çырăнса СВО зонине каяс шутлă 18-65 çулхи арçынсене йышăнать.
Эпĕ Пушкăртстанра пурăнмастăп, килме пултаратăп-и?
Пултаратăр. Пушкăртстан прописки кирлех мар. Пункт Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакансене çеç мар, ют çĕршыв гражданĕсене те йышăнать.
Хăвпа пĕрле мĕнле документсем илмелле?
Паспорт, çар билечĕ, çемье пуррине, пĕлÿ илнине çирĕплетекен документсем, СНИЛС, ИНН.
Мĕнле çитмелле?
«Защитник» центра «Черемушки» санаторинче йĕркеленĕ. Санатори Ĕпхÿ хули, Элеватор урамĕ, 15-мĕш çурт адреспа вырнаçнă. Вăл хулана кăнтăр енчен кĕнĕ çĕртре, Мелькомбинат районĕнче. Унта хăвăр машинăрпа та, обществăлла транспортпа та («Озерная» чарăну патĕнче анса 3,5 çухрăм çуран утмалла), çар комиссариатĕнчен е вырăнти администрацинчен ыйтса пĕлсе ятарласа йĕркеленĕ ушкăнпа та çитме пултаратăр. Элеватор урамĕнчи центра талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те килсе вырнаçма пулать. Ĕç кунĕ 8 сехетрен пуçланать.
Медосмотр мĕнле иртет?
Медосмотр иртме меллĕ. Санатори картишĕнче куçса çÿрекен медицина комплексĕсем вырнаçнă, унта анализсем валли биологи материалĕсем илме те, рентген тата флюорографи иртме те пулать.
«Ку – тĕрĕслев минимумĕ. Ăна контракт тăвас текен кашни кандидат иртмелле. Анализсен результачĕсем виçĕ-тăватă сехетрен хатĕр пулаççĕ. Ун хыççăн специалистсем патне (терапевт, окулист тухтăр, лор тухтăр, невролог, психиатр, дерматолог, хирург, стоматолог) кайма направлени çырса параççĕ. Вĕсем çынна тĕрĕслесе çар службине юрăхлă е юрăхсăр тесе хăйсен пĕтĕмлетĕвĕсене тумалла. Тĕрĕслев даннăйĕсене тĕпе хурса çарпа тухтăр комиссийĕн председателĕ, тĕрĕсрех каласан эпĕ, пĕтĕмлетÿ тăвать. Çакăн пек йĕрке», - тет ПР Çар комиссариачĕн çарпа тухтăр экспертизин пуçлăхĕ Арсланбек Муталипов.
Пурăнмалли условисем еплерех
Кунта пĕр вăхăтрах 100 яхăн çын вырнаçма пултарать. Кандидатсем канлĕн çĕр каçчăр тесе «Защитник» центрта краватьсемпе таса вырăн таврашĕсемлĕ темиçе пÿлĕм хатĕрленĕ. Унсăр пуçне контракт алă пусма хатĕрленекен кашни кандидата кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Пур çăмăллăхсем те тÿлевсĕр.
Пушкăртстанри контрактниксене мĕн пама тивĕçлĕ?
Çак кунсенче хăш-пĕр муниципалитетсем РФ Оборона министерствипе контракт тунă çынсен пĕр хутчен парăнакан тÿлевне 400 пин тенке çитернĕ. Çапла майпа тÿлевсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 3 825 000 тенке çитет. Çавăн пекех хамăр салтаксемпе вĕсен çемйисене 40 яхăн çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ. Вăл шутра - санаторисенче канма тÿлевсĕр путевкăсем уйăрса парасси, хăш-пĕр налогсенчен хăтарасси, ачисене тÿлевсĕр вĕрентесси, çемйине кил-хуçалăхра пулăшасси тата ытти те.
Ыйтусем юлчĕç пулсан ăçта шăнкăравламалла?
«Защитник» центрăн хĕрÿ линийĕ – 8-800-550-55-25
Официаллă сайт – защитник-рб.рф
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.