Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
4 Декабрӗн , 14:00

«Эпĕ шăллăмпа мăнаçланатăп!»

Эпир çут тĕнчере хăнара çеç. Кам мĕнле пурăнса ирттерессине Турă хăй çеç пĕлет. Пурне те никам та, нихăçан та пĕлес çук. Тем чухлĕ вĕреннĕ ăсчах, çивĕч ăс-тăнлă çын, вăйлă туйăмлă экстрасенс пулсан та çут тĕнчен вăрттăнлăхне пĕлсе пĕтерес çук.

«Эпĕ шăллăмпа мăнаçланатăп!»
«Эпĕ шăллăмпа мăнаçланатăп!»

Тен, уйрăм çынсене Турă çуралсанах пулас шăпине каласа парать? Эпир, атте-аннесем, хăш чухне ачана ĕмĕчĕсенчен пăрса яма тăрăшатпăр. Йăнăш çулпа кайни, хăвна кирлине тупайманни çынна хурлантарать теççĕ. Шăпапа ĕмĕтĕн çыхăнăвĕ аркансан, ача телейсĕр юлать. Анчах Туррăн çул-йĕрĕ нумай, шыракан çеç хăйĕн пурнăç урапине тĕрĕс çул çине кăларать.
Тĕлĕнмелле пулса тухнă шăпа çинчен каласа парасшăн. Вăл манăн пĕр тăван йăмăкăн ывăлĕпе пулса иртнĕ. Евгений Павлов 1988 çулхи февраль уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Донецк халăх республикин Авдеевка тăрăхĕнчи çĕрĕсене фашист-бандер нацисчĕсенчен ирĕке кăларнă чух Евгений Вячеславович пуçне хунă. Ăна ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕпуç ялĕнче митинг ирттерсе пытарчĕç. Çар комиссариат çыннисем, район ертÿçисем те килнĕччĕ.
Паттăрăн амăшĕ, Фания Ягудовна Павлова (Ибрагимова), Пишпÿлек районĕнчи Калинин ял Канашне кĕрекен Петровка ялĕнче пурăнать. Вăл каласа панă тăрăх, Славăн çуралсанах сывлăхĕ хавшак пулнă. Чирлĕ пулнипе ача час утса каяйман. Анчах та вăл ăс-тăнĕпе çивĕч пулнипе уйрăлса тăнă. Калаçма пуçласанах час-часах: «Эпĕ салтак пулатăп!» – тесе каланă. Арçын ача аталаннă май чир-чĕртен хăтăлнă.
Ашшĕпе амăшĕ уйрăлсан вĕсене пĕрлештерес шутпа Евгений Пишпÿлекрен Ярмулай ялне çуран ашшĕ патне кайнă. Арçын ача ашшĕне ĕçкĕрен хăтарасшăн пулнă, çемье пĕрлешессе, амăшĕ килне таврăнасса ĕмĕтленнĕ. Анчах та ашшĕ харкашусенче алă çĕкленине пула амăшĕ килне таврăнас темен. Слава вара пĕрре ашшĕпе, тепре амăшĕпе пурăннă. Çулĕ çитсен те качча сывлăхĕ начар тесе çара илмен. Çакă çамрăка питĕ кÿрентернĕ, вăл куççульпех макăрнă. Анчах ĕмĕчĕ татăлнине никама та кăтартман. Евгений колхозра фермăра, çуртсем хăпартакан бригадăсенче те ĕçленĕ. Чун савнийĕ Эльвира та пулнă унăн. Шел, иккĕшĕ çемье çавăрса, ача çуратса ÿстерсе курайман.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан никама пĕлтермесĕр Пишпÿлекри çар комиссариатне çитсе çулталăка контракт алă пусса килнĕ. Çула май амăшĕпе Анатолий ÿкей ашшĕ, Инга, Олеся, Наталья йăмăкĕсем патне сывпуллашма кĕрсе тухнă. «Ялта ĕçкĕпе супса виличчен, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вилес!» – тесех ятарлă çар операцине тухса кайнă.
Евгений çывăх çыннисемпе ялан çыхăну тытнă, хисепленĕ, пулăшма тăрăшнă. Нихăçан та, никама та кÿрентермен, çынпа ырă кăмăллă пулнă, шÿтлеме юратнă. Аллине автомат тытсан унран телейли те пулман пуль. Каччă сăн ÿкерчĕкре йăл кулса ÿкни, куçĕсем савăнăçпа çиçни çакна çирĕплетет те. Ача чухнехи салтак пулассишĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çитрĕ пулĕ, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ. Евгений Павлов чăваш халăх ятне çÿле çĕклерĕ. Эпĕ хам пĕртăванăн ывăлĕпе тивĕçлипе мăнаçланатăп.
Лидия ШУРÇĂЛ çыравçă.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: