Унта пуçласа ятарлă çар операцин паттăрĕ хутшăнчĕ. Мероприятие Çар Мухтавĕн пÿлĕмĕнче йĕркеленӗччĕ. Çакă Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен паттăрла ĕçĕсене асра тытнине тата хисепленине палăртса хăварма пулăшрĕ.
Библиотекарь тĕлпулăва пысăк мар экскурсирен, историе аса илнипе, пуçларĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем çинчен каласа пачĕ. Унтан СВО паттăрĕн мăн аслашшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çапла майпа вулавăш ĕçченĕ йăх-несĕл тымарĕн пĕлтерĕшне, ăрусен çыхăнăвне палăртса хăварчĕ. Çакă çамрăксене истори те ăруран ăрăва куçнине, мăн асаттесен паттăрлăхĕ хальхи ăрăвăн чĕрисенче упраннине ăнланса илме май пачĕ.
Мероприятие хутшăнакансем Ленинград çапăçăвĕ хыççăн чавса кăларнă фронтовиксен харпăр япалисене тата артефакчĕсене курма пултарчĕç. Асăннă экспонатсем ачасен çар историйĕпе çыхăннă пĕлĕвне пуянлатнисĕр пуçне тарăн туйăмсем те çуратрĕç. Мăн асаттесем мирлĕ пурнăçа мĕнле хак панине аса илтерчĕç.
«Раççее хÿтĕлетĕп!» мероприяти иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентессе, çамрăксене «патриотизмпа» Тăван çĕршыв умĕнчи «парăм» сăмахсен пĕлтерĕшне туллинрех ăнланса илме пулăшасса шанас килет. Тĕлпулу вăхăтĕнче ятарлă çар операцийĕн паттăрĕ ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Эпир пирĕн салтаксене Çĕнтерÿпе килĕсене ырă-сывă таврăнма сунатпăр.
Ольга ПАТРАЕВА
библиотекарь.
Çтерлĕ районĕ,
Усăллă ялĕ.