+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хÿтĕлетĕр пурнăçпа тăван çĕре
Çывхартса çĕнтерĕве кашни кунах.
Тав туса сире тапать пин-пин чĕре,
Тĕп тусамăр тăшмана яланлăха.
Çĕнтерÿшĕн хĕмленеççĕ чĕресем,
Çĕнтерÿшĕн вăй хураççĕ чăвашсем.
Çĕнтерÿшĕн çапăçаççĕ салтаксем,
Çĕнтерÿшĕн пуç хураççĕ паттăрсем.
Ир те каç, сĕм-сĕм çĕрле те кăнтăрла
Çĕнтерÿшĕн шеллеместĕр хăвăра.
Тăнăçлăхшăн çапăçатăр хастарла,
Шанăçа туптатăр шелсĕр вăрçăра.
Ырă-сывă таврăнсамăр вăрçăран,
Пирĕн çутă пил упратăр вилĕмрен.
Тав сăмахĕ йышăнсамăр Чăвашран
Çĕнтерÿпелен кĕтетпĕр чĕререн.
Альбина ЮРАТУ.
Шупашкар хули.