Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ

Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ

Сăпайлă ял каччи, анчах та çирĕп кăмăллă. Нихăçан та сиенлĕ йăласемпе туслашман. Тĕллевсене яланах пурнăçлама тăрăшнă. Ĕçченлĕхпе кăна палăрнă. Хушнине тĕплĕн пурнăçланă...

Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕПаттăрсем нихăçан та вилмеççĕ
Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ

Çак сăмахсем шăпах Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче çуралса ÿснĕ Никита Савельев пирки. Каччă Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çĕршыв паттăрĕн ятне упрас, асра тытас тӗллевпе апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче вырăнти шкулăн стени çине асăну хăми вырнаçтарчĕç, Герой парттине уçрĕç.
Çак хурлăхлă мероприятие Никита Владимировичăн ашшĕпе амăшĕ, пирĕн ĕçтешсем, Елена Васильевнапа Владимир Николаевич Савельевсем тата унăн çывăх çыннисем, Пишкайăн ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Владимир Евстафьев, Авăркас район администрацийĕнчи мобилизаци хатĕрленĕвĕ, граждан оборони тата инкеклĕ лару-тăру секторĕн ертÿçи Айрат Юмагулов, М.Шаймуратов ячĕллĕ волонтер штабĕн ертÿçи тата районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Нелли Сидорова, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Зульфия Сидорова, СВОна хутшăнакансемпе шкул ачисем хутшăнчĕç.
Çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă паттăр ентеше, шкулăн ĕнерхи выпускникне халалланă асăну хăмипе Герой парттине уçма ашшĕпе амăшне Владимир Николаевичпа Елена Васльевнана ирĕк пачĕç.
Вырăнти шкул директорĕ Луиза Яковлева каланă тăрăх, асăннă парта ахаль арçын ачасенчен чăн-чăн арçынсем, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем ÿссе çитĕннине аса илтерĕ. Никита Владимирович хăрушлăхпа çума-çумăн пулса, хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр хăюлăх кăтартнă, салтак тивĕçне пурнăçланă. Вăл çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăрĕ. Историсĕр пуласлăх çук. Никита Владимирович Савельевăн ылтăн сас паллисемпе çырăннă ячĕ ĕмĕрлĕхех çĕршывăн, ялăн тата шкулăн историйĕсенче çырăнса юлĕ.
Амăшĕ, Елена Васильевна, чĕринчи хуйхине пусарса пухăннисене ывăлне сума сунăшăн тав турĕ. Никитăн пысăк ĕмĕчĕсенчен пĕри – çар çынни пуласси – мĕн ачаран тĕвĕленнине çирĕплетрĕ.
Каччă вырăнти шкулта ăс пухрĕ, Çтерлĕ хулинчи строительство тата професси технологисен колледжĕнче сварщик специальноçне алла илчĕ. Ĕçлĕ пурнăçне вара шкул саккинченех пуçларĕ. 2017-2019 çулсенче уроксем хыççăн тăван шкулта рабочи пулса тăрăшрĕ. 2022 çулта Саха Республикине вахта мелĕпе çÿрекен ĕçе вырнаçрĕ. 2023 çулта «Салават хулинчи нефтехим газпром» ОООна ĕçлеме куçрĕ. 2024 çулта Саратов облаçĕнчи Балаково хулинче монтажник пулса вăй хучĕ. Çав çулхинех çирĕм пĕр çулхи каччă октябрь уйăхĕнче РФ Оборона министерствипе контракта алă пусрĕ. «Сява» хушма ятлă ентешĕмĕр «Атлант» 35-мĕш гвардеецла штурм бригадинче гранатометчик пулса служба иртнĕ. Командир сăмахĕсем тăрăх, хăюллă та паттăр ентешĕмĕр ума лартнă мĕнпур çар задачине ăс-тăнĕпе, кăмăл-туйăмĕпе, вăйĕпе пурнăçланă. 2024 çулхи ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕсен ушкăнĕ черетлĕ çар задание тухса кайнă. Анчах вăл пирĕн Никитăшăн юлашки пулса тăнă. Н.В. Савельев Донецк Халăх Республикин территорийĕнче, Желтое ялĕ çывăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Çар çыннине 2025 çулхи март уйăхĕн 31-мĕшĕнче юлашки çула ăсатрăмăр. Никита Владимирович Пишкайăн масарĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ.
Паттăрсем вилмеççĕ. Пишкайăн шкулĕ Никита Савельевăн ятне, хăйĕн мухтавлă выпускникне ĕмĕр асра тытас ĕçе нихăçан та пăрахмĕ…
Луиза ЯКОВЛЕВА,
Пишкайăн шкулĕн директорĕ.
Авăркас районĕ.

Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ
Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ
Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ
Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ
Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ
Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас