

Пĕрре пăхсан, районти ял-саласенче пурăнакансем пĕр-пĕрне ăшанă: пĕр климат тата çут çанталăк зонинче тымар янă, пĕр сывлăшпа сывлаççĕ, пĕчĕк Тăван çĕршывра вырнаçнă çăлкуçсенчен таса шыв ĕçеççĕ. Унсăр пуçне вĕсем ĕмĕртен-ĕмĕр пĕр ĕçре, ял хуçалăх производствинче – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, ÿсен-тăран çитĕнтереççĕ – ĕçлесе пурăнаççĕ. Çакна уйрăм хуçалăхра та, хресченпе фермер хуçалăхĕнче те, харпăрлăхăн тĕрлĕ формипе йĕркеленнĕ пысăк ял хуçалăх предприятинче те пурнăçлаççĕ. Апла пулин те уйрăмлăхĕ пур. Пур çĕрте те тĕрлĕ çынсем. Тĕслĕх вырăнне Ситекпуç ялĕн ĕçчен çыннисене илер. Кунта паянхи кунччен коллективлă хуçалăх предприяти – Киров ячĕллĕ СПК – сыхланса юлнă. Çавăн пекех Валерий Павловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ те тухăçлă ĕçлет.
– Хальхи вăхăтра пирĕн çемье, эпĕ тата юратнă мăшăр Лидия Николаевна, Олег ывăл, çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлатпăр, – тет ытлашши калаçма юратман Ситекпуç фермерĕ. – Эсир манран мĕн ыйтасшăн пулнине ăнланатăп. Пишпÿлек салинче май уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ чаплă митингра мана патшалăх наградине, «Паттăрлăхшăн» медаль пани çинчен ыйтса пĕлесшĕн пулĕ? Ăна эпĕ иртнĕ çулхи кĕркуннех илмеллеччĕ. Шăпах ун чухне «Урал» десантпа штурм батальон йышĕнче ятарлă çар операцине, Авдеев енчи çапăçусене хутшăннăччĕ. Эпир наступлени пуçларăмăр, çавăнпа хаяр та йывăр çапăçусем пычĕç. 2024 çулхи ноябрь уйăхĕнче çар контракчĕн срокĕ тухрĕ, эпĕ тăван Ситекпуç ялне таврăнтăм.
Валерий Алексеевичпа Лидия Николаевна Павловсен тăватă çирĕп ывăл тата Санкт-Петербург хулинче хăйĕн çемйипе пурăнакан Аксинья хĕрĕ пур. Аслă ывăлĕ 2022 çулта мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине кайнă. Иккĕмĕш ывăлĕ 2023 çулта РФ Оборона Министерствипе контракт алă пуснă, вăл та Украина националисчĕсемпе çапăçать. Вĕсене иккĕшне та правительство наградипе наградăланă. Кирилл ывăлĕ те 2023-2024 çулсенче Белгород облаçĕнче хĕсметре тăнă чух çар хирĕç тăрăвĕсен зонине лекнĕ, СВО участникĕ пулса тăнă. Çартан вăл çар хирĕç тăрăвĕн ветеранĕ пулнине çирĕплетекен удостоверенипе таврăннă. Унсăр пуçне каччă «Çарти паттăрлăхшăн» медале те тивĕçнĕ.
– Пысăк çемье пуçĕ пулнă май çак пăтăрмах хăвăртрах вĕçлентĕр тесе ĕмĕтленетĕп, – калаçăва малалла тăсать Валерий Алексеевич. – Ентешсене тата ывăлсене мĕнпе те пулин пулăшас тесе иртнĕ çул пуçламăшĕнче теветкеллĕ утăм турăм. Анчах çакăн пирки пĕрре те ÿкĕнместĕп. Курсамăр, эпĕ сывă, хресчен ĕçĕпе пурăнатăп. Манăн пухмачра виçĕ медаль пур. Фронтра полк командирĕ строй умĕнче «Хастарлăхшăн» медаль тата ветеран удостоверенине парса чысларĕ. Тепри – мĕнпур ветерансем тивĕçекенни, «СВО участникĕ». Ывăлсемпе хĕр виççĕмĕш медаль илнĕ ятпа саламларĕç. Вĕсем ашшĕпе мăнаçланаççĕ. Çакă кăмăла çĕклет. Кашни çемьере çапла пулмалла та пулĕ.
Çар службин йывăрлăхĕсем хыççăн уй-хирсен шăплăхĕ, кайăксен юрри, тин çеç сухаланă çĕр шăрши уйрăмах хаклă пек туйăнаççĕ. Валерий Павлов малти линире тăрса юлнă юлташĕсене аса илет. Вĕсем ахаль пуç хуманнине палăртса икĕ хут нумайрах ĕçлеме хăйне сăмах парать. Тăван ялти пурнăç малалла тăсăлтăр, ачасем мирлĕ пурнăçпа пурăнччăр, уй-хирсем пучаха ларччăр, вăйă-кулă сасси янраса тăтăр.
Эпир СВО участникĕпе Валерий Павловпа пушкăрт уй-хирĕн чиккинче калаçнăччĕ. Вăл Олег ывăлĕпе К-700 тракторпа хĕвел çаврăнăшĕ акма çĕр кăпкалататчĕ. Унăн фермер хуçалăхĕнчи çĕр лаптăкĕ 700 гектарпа танлашать. Павловсен ĕçчен çемйи тĕш тырă культурисене (ыраш, сĕлĕ, тулă тата хура тул) çитĕнтерет.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Ситекпуç ялĕ.