Урал сасси
+28 °С
Облачно

Ашшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать

Авăркас районĕнчи Кăтаймас ялĕнче пурăнакан Владимир Семенов ятарлă çар операцине иккĕмĕш çул хутшăнать. Инженерпа сапер ротин «Семен» хушма ятлă старшини аманнă пулсан та çарти юлташĕсем кĕтекен малти линие, Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне, хисепне, никама пăхăнманлăхне сыхлама каллех кайнă. «Эпир пулмасан, кам пултăр-ха? Çĕршыв-аннемĕршĕн!» – тăтăшах хăйĕн ашшĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн сăмахĕсене калать Владимир.

Ашшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăсатьАшшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать
Ашшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать

СВО паттăрĕн ашшĕ, Андрей Яковлевич, вăрçăра разведчик пулса çапăçнă. Кăтаймас арĕ нимĕçсене хирĕç кĕрешес тесе виçĕ хутчен госпитальсенчен тарнă. Çапла вăл Берлина çитнĕ. Ветеран паттăрлăхпа хăюлăхшăн темиçе теçетке медаль илме тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Андрей Яковлевич тăван ялта вăй хунă, ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ. 2003 çулта А.Я. Семенов пурнăçран уйрăлса кайнă. Унăн хĕрÿ кăмăлĕ тата çине тăни ывăлне куçнă.
Амăшĕ, Татьяна Александровна, вăрçă çулĕсенче тылра пысăк хастарлăхпа ĕçленĕ: вăрман каснă, кăшман çитĕнтернĕ, ял хуçалăхне ура çине тăратнă. Кил хуçи арăмĕн çирĕплĕхĕ çамрăк ăрушăн çемье хаклăхĕсен никĕсĕ пулса тăнă. Паянхи кун Владимирăн тăватă çитĕннĕ ачи пур.
2023 çулта Владимир Семенов ашшĕн халалĕсене асра тытса хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Çакăн пек тума Германире хĕсметре служба иртнĕ опыт та витĕм кÿнĕ. Каллех взрывчаткăпа усă курмалли хăнăхусене аса илме тÿр килнĕ.
Луганскра «Семен» рота старшинин тивĕçĕсене пурнăçлать – фронт çывăхĕнчи маршрутсем тăрăх тиевсем турттарать. Малти линире уйрăмах кирлĕ минăсем, солярка, апат-çимĕç илсе килет. Унăн машини икĕ хутчен дронсен тапăнăвне лекнĕ. Иккĕмĕш хутĕнче вăрçă хатĕрĕ кабинăна шăтарнă. Осколоксем сылтăм алла пырса тăрăннă, алă шăммине суранлатнă. СВО паттăрĕ сывлăхне çирĕплетнĕ, сипленнĕ хыççăн, май уйăхĕн пуçламăшĕнче, каллех çарти юлташĕсем патне кайнă. Çак йышăнăва нумай ачаллă çемье пуçĕ хăйне наставник вырăнне хуракан салтаксене улталама, пăрахса хăварма пултарайманнипе ăнлантарса панă.
Чăваш салтакĕн паттăрлăхне, çирĕплĕхне палăртса командирсем унăн çемйине Тав çырăвĕ ярса панă.
«Семен» çар задачисене пурнăçланă чух хăйĕн çирĕплĕхне, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартма пултарчĕ. Эпир, салтаксем, ротăри сержантсемпе офицерсем, сирĕн мăшăрăр пирĕнпе юнашар çапăçнăшăн мăнаçланатпăр. Ăна мораль тĕлĕшĕнчен пулăшу панăшăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр!» – вуласа панă старшина мăшăрĕ Людмила Семеновна.
Владимир Çĕнтерÿ пирте пуласса шанать, задачăсене пурнăçлама пĕтĕм вӑйран кĕрешнине палӑртать. Унăн историйĕ ăрусен çыхăнăвне сăнлать: ашшĕсем вăрçă çулĕсенче хÿтĕленине халĕ вĕсен несĕлĕсем малалла тăсаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ, Кăтаймас ялĕ.

Ашшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать
Ашшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас