Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ

«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»

Госпиталь коридорĕсенчи хĕвĕшÿ çирĕп йĕркепе пурнăçланакан медицина процедурисем хушшинче çын ăшши валли те вырăн пур. Ытларах чухне çак ăшша унта ĕçлекен волонтер-хĕрарăмсем парнелеççĕ. Ятарлă медицина пĕлĕвĕ çук пулин те аманнă салтаксене пулăшас, хăвăртрах сывалма шанчăк парленес кăмăлĕсем пысăк вĕсен. Çак кунсенче хастар, çав вăхăтрах ырă чĕреллĕ çынсенчен пĕринпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Вăл – хаçат вулаканĕсем лайăх пĕлекен, паллакан «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Марина Яковлева сăмах ăсти.

«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»
«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»

– Госпитальте волонтер пулас шухăш ăçтан пуçланчĕ? Волонтер тивĕçне мĕн чухлĕ пурнăçларăр?
– Волонтер пулатӑп тесе нихӑҫан та уйламан. Ҫак ҫула ҫитсе вӑрҫӑра ҫапӑҫакан салтак арӑмӗ пулатӑп тесе те шутламан. Вӑл (вӑрҫӑ) пирӗн асаттесемпе кукаҫейсен тӗлӗнче фашистла Германие ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн пуҫӗпех чарӑннӑ тесе пурӑнаттӑм. Вӑрҫи пирӗн ӗмӗре те ҫитрӗ иккен.
Мӑшӑрӑм 2023 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе вӑрҫа тухса кайрӗ. Килте ывӑлӑмпа иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.
Малтанхи вӑхӑтра хамӑн та алла пӑшал тытса арҫынсемпе пӗр рете тӑрас шухӑш пурччӗ, халӗ те пур, анчах та ывӑл пӗчӗк пулни кӑна тытса тӑрать. Ӑна ура ҫине тӑратмалла.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан ӗҫ укҫинчен пулӑшу парса тӑраттӑм. Хама волонтерсен шутне кӗртмен. Мӑшӑр вӑрҫа кайсан кашни уйӑхрах ун ячӗпе пӗр харӑсах 2-3 коробка посылка ярса пама пуҫларӑм. Посылка ун валли кӑна мар, блиндажра пӗрле пурӑнакансем валли те пултӑр-ха теттӗм. Газ баллонӗсем, перчеткесем, хунарсем, ҫуртасем, эмелсем, медицина хатӗрӗсем, кӗпе-йӗм ытларах чиксе яраттӑм. Тутлӑ апат валли те посылкӑра вырӑн тупаттӑм.
Хамӑн пулӑшу питӗрех те пӗчӗк пулнӑн туйӑнатчӗ. Салтаксен йывӑр пурнӑҫне мӗнле те пулин ҫӑмӑллатас килетчӗ.
2024 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Пушкӑртстанран хӗрарӑм волонтерсен ушкӑнӗ пуҫласа Луганск хулине госпитале кайни ҫинчен пӗлсен манӑн та ҫав тери унта çитес килчӗ. 2025 ҫулхи февраль уйӑхӗнче манӑн ӗмӗт пурнӑҫланчӗ. Госпитале кайма анкета ҫырнӑ чух пуҫра пӗр шухӑш кӑначчӗ: аманнӑ салтаксене курса шелленипе йӗрсе ярас, хамӑн куҫҫуле салтаксене кӑтартас марччӗ. Вырӑна ҫитсен, пӑшӑрханни кӑлӑхах пулчӗ. Унта макӑрма мар, ларма та вӑхӑт пулмарӗ.

– Госпитальте мĕн тума тиветчĕ? Мĕнле тивĕçсем пурнăçлаттăрччĕ?
– Ирхи 8 сехете ӗҫ вырӑнне ҫитсе каҫхи 6 сехетчен тем тума та тÿр килетчĕ. Чи малтанах йывӑр аманнӑ салтаксене апатлантарса Ростова кайма хатӗрлеттӗмӗр. Унтан ыттисене апатлантармалла. Буфетра буфетчицăна пулӑшаттӑмӑр: вырӑнпа выртакан салтаксене кашӑкран ҫитереттӗмӗр, савӑт-сапа нумай ҫума тиветчӗ. Кайран вырӑн тавраш улӑштараттӑмӑр, ҫӑваттӑмӑр. Госпитальти япала ҫумалли машина пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлетчӗ. Салтаксем ыйтнипе вӗсен бушлачӗсене те ҫавӑрттараттӑмӑр. Палатӑсенче, коридорта кашни кунах генуборка тӑваттӑмӑр. Салтаксене тӗрлӗ процедура кабинечӗсене – рентген, УЗИ, КТ тата ытти те – ертсе е тӗртсе ҫӳреттӗмӗр. Камӑн медицина пӗлӗвӗ пур, вӗсем перевязочный пӳлӗмре аманнисен суранӗсене ҫыхатчӗҫ, процедурнӑйӗнче укол е система лартатчӗҫ. Медицина пӗлӗвӗсӗррисем валли те ӗҫ ҫителӗклехчӗ: шыва кӗртме, кӗпе-йӗм улӑштарма, ҫӳҫ ҫаратма. Тем те тума тӳр килетчӗ.
Госпитальте икӗ эрне хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Хӑнӑхса кӑна ҫитнӗччӗ, киле кайма та вӑхӑт. Мана ҫак тапхӑр питӗ кӗске пек туйӑнчӗ, ывӑннине те сисмерĕм. Кашни кунах киле ӗшенсе таврӑнаттӑмӑр пулин те ирхине ӗҫлеме хавал пурччӗ. Ирхине госпиталь алӑкне йӑл кулӑпа уҫса кӗреттӗмӗр. Пире курсан салтаксен сӑнӗсем те кулӑпа ҫуталатчӗҫ.
Госпитальте выртнӑ салтаксен ячӗсене пуринне те астуса юлман пулин те кашнин сӑн-питне чӗрере упратӑп: 2014 ҫултанпа вӑрҫӑра ҫапӑҫакан 67 ҫулхи Донецк ҫынни, шахтер; коридорта пӗр чӗнмесӗр выртакан яштака кӑвак куҫлӑ рота командирӗ; Чечен Республикинчи хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ, халӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑй ирӗкӗпе килнӗ тепӗр командир; пушарта ашшӗ-амӑшне, кил-ҫуртне ҫухатнӑ 22 ҫулхи Пушкӑртстан каччи… Ытла та нумайӑн вӗсем, кашнин хӑйӗн историйӗ, шӑпи.


– Волонтер пулнă май мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пултăр?
– Волонтер ӗҫӗнче ним йывӑррине те курмарӑм. Эпир, ял хӗрарӑмӗсем, ӗҫлеме хӑнӑхнӑ та, савӑнса кӑна пулӑшнӑ. Вӑл та пулин ман кӑмӑла ҫырлахтармарӗ. Хама хам: «Ҫак та пулин пулчӗ пулӑшу, ҫапӑҫу хирӗнче госпитальте пулнӑ пулсан тӑтахчӗ», – теттӗм, халӗ те ҫаплах калатӑп.


– Сирĕн пулăшу уйрăмах кирлине мĕнре туяттăрчĕ?
– Салтаксем эпир тӳлевсӗр, ӗҫе, ачасене пӑрахса, госпитале пулӑшма килнине пӗлсен тӗлӗнетчӗҫ, пире ҫывӑха хурса чунӗсене уҫса калаҫатчӗҫ, тӑванӗ вырӑнне хуратчӗҫ. Эпир те вӗсенпе ӑшшӑн калаҫаттӑмӑр. Пирӗн пӗр тӗллевчӗ: салтаксене чун ӑшшине парнелесси, вӗсене тимлӗх уйӑрасси тата пулӑшасси.
Ҫапӑҫу хирӗнченех 5-6 кун апат-шыв, ыйхӑ курманскерсене, уйӑхӗ-ҫулталӑкӗпе ҫӑвӑнманскерсене илсе килетчӗҫ. Аманнӑскерсем, халран кайнӑскерсем виҫ-тӑватӑ кун вырӑнпах выртатчӗҫ. Кайран, кӑшт вӑй илсен, малтан коляскӑпа, унтан майӗпен хул туййипе утӑмсем тунине курсан, чӗрене ҫу сӗрнӗ евӗрех лайӑх пулса каятчӗ. Эсӗ тӑрӑшни сая кайманнине, тӗрӗс ҫул суйласа илнине курни тем пек паха.


– Сирĕн мăшăрăр СВОра тата пĕчĕк ачăр та пур. Эсир волонтер пулма шутланине сирĕн çемье мĕнле йышăнчĕ?
– Манӑн госпитале салтаксене пулӑшма кайма шухӑш пурри ҫинчен ывӑлӑма пӗлтерсен вӑл ҫавӑн ҫинчен вӑрах вӑхӑт шухӑшласа ҫӳрерӗ. Кунне темиҫе те: «Эсӗ чӑнах та салтаксене пулӑшма каятӑн-и?» – тесе ыйтатчӗ. Мӑшӑрӑма кайма вӑхӑт ҫитес умӗн кӑна пӗлтертӗм. Вӑл, паллах, хирӗҫ пулчӗ. «Сана ун пек япалана курмасан та юрать», – терӗ. Чылай ӳкӗтлерӗ, юлашкинчен алӑ сулчӗ: «Сана ӳкӗте кӗртсе пулмасть. Курассу килсен – каях. Пӗрех мана итлес ҫук», – терӗ.
Мӑшӑрӑн ашшӗпе амӑшӗ ку хыпара илтсен тӳрех хыпӑнса хуйха ӳкрӗҫ. Эп вӗсене кашни кунах шӑнкӑравлама пултӑм. Луганск хулине ҫитсен тӳрех вырӑнти симка илсе лартрӑм. Шантарнӑ пекех кашни кун шӑнкӑравлама тӑрӑшрӑм. Ытларах телеграм урлӑ ҫыхӑну тытрӑмӑр. Унта ватсап ӗҫлемест.


– Волонтер пулма шутланă хĕрарăмсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
– Волонтер пулас шутлисен чи малтан кӑмӑл-сипет енчен ҫирӗп пулмалла. Йывӑрлӑхсенчен хӑрамалла мар. Енчен те «Пӗрремӗш юрта» проектӑн волонтерӗ пулас тесен пӗр-пӗр медицина курсӗ иртсен аван. Тепӗр тесен ӗҫ пурин валли те тупӑнать.


– Эсир – питĕ хăюллă та ырă чĕреллĕ çын. Кашниех ун пек пултараймасть. Волонтер ĕçĕшĕн, сирĕн шутпа, мĕнле тав тумалла?
– Пӗлместӗп. Эпир тав сӑмахӗшӗн ӗҫлеместпӗр, чун ыйтнипе, кӑмӑл туртнипе пулӑшатпӑр. Аманнӑ салтаксене ура ҫине тӑратни те пирӗншӗн тем пек пысӑк савӑнӑҫ. Вӗсенчен кашнинчен кунне темиҫе те тав сӑмахӗ илтме тӳр килетчӗ. Пирӗн ӗҫ вӗсен кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ пулсан, пире, волонтерсене, тата мӗн кирлӗ?
Надежда РОДИОНОВА калаçнă.
Пишпÿлек районĕ.

«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»
«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»
«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»
«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»
«Эпир тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе пулăшатпăр»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас