Кивĕ Сименкке çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ паттăрсене ял хутлăхĕн пуçлăхĕ тата администраципе культура çурчĕн ĕçченĕсем ăшшăн кĕтсе илнĕ.
Сименкке ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Никитин СВО участникĕсене паттăрлăхпа çирĕплĕхшĕн тав тунă. Çавăн пекех Анатолий Маркелович Тăван çĕршыва хÿтелесси çăмăл мар, анчах сăваплă ĕç пулнине те палăртнă.
Культура ĕçченĕсемпе ачасем, Сименкке ял çыннисем салтаксем валли хăйсен аллисемпе чей пуххисем хатĕрленĕ. Унсăр пуçне Таисия Афанасьева пылак кучченеçсем пĕçернĕ. Пулăшу пухас ĕçе Марина Леоновапа Петр Ухаткин те тÿпе хывнă.
Çар çыннисем хăйсен ентешĕсене тимлĕх уйăрнăшăн, тăтăшах пулăшу панăшăн тав тунă. Кашни посылкăпа вĕсем тăван кил ăшшине туйнине палăртнă.
Кĕске вăхăта отпуска таврăннисенчен пĕри – хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакан «Сибирь» хушма ятлă салтак. Чăваш арĕ «фронт», «паттăрлăх» тата «çарти юлташлăх» мĕн иккенне лайăх пĕлет. Эпир унпа çарти йывăрлăхсем, салтаксен кăмăл-туйăмне мĕн çĕклеме пултарни, малашнехи плансем çинчен калаçрăмăр.Унăн сăмахĕнче ырату та, шанăç та, Раççей халăхĕн ăс-хакăлне, вăйне никам та, нимĕн те аркатайманни палăрчĕ.
Вăтăр тăватă çулхи «Сибирь» Кивĕ Сименкке ялĕнче çуралса ÿснĕ. СВО пуçланиччен Çурçĕрте ĕçлесе пурăннă, малашлăх пирки шухăшланă. Анчах 2023 çулта шăпана улăштаракан пулăмсем пулса иртнĕ.
– «Сибирь», СВО пуçланиччен мĕн туса пурăннă-ха эсĕ? Ăçта ĕçленĕ? Мĕн пирки ĕмĕтленнĕ?
– Ятарлă çар операцийĕ пуçланиччен эпĕ Нижневартовск хулинче пурăнаттăм. Нефтьпе газ отраслĕнче слесарь, унтан водитель пулса ĕçлеттĕм. Çемье те çавăрнăччĕ. Ывăлăм çитĕннине курса савăнаттăм, хĕпĕртеттĕм. Пысăк çемье çинчен, çул çÿреве кайма ĕмĕтленеттĕм. Паллах, ывăлăма пурнăç çулĕ çине кăларасси, мăнуксене курасси тата вĕсемшĕн савăнса пурăнасси малти вырăнта пулнă, пулатех те.
– Мĕнле сăлтавпа ятарлă çар операцине хутшăнма йышăну турăн?
– СВОна хутшăнма, 2023 çулхи ноябрь уйăхĕнче РФ Оборона министерствипе контракт алă пусма Тăван çĕршыва юратни, патриотизм туйăмĕ вăйлă пулни, аттепе анне тивĕçлĕ воспитани пани хистерĕ. Сывлăх енчен хавшак пулнăран хĕсметре тăман. СВО пуçлансан эпĕ мĕне пултарайнине тĕрĕслеме вăхăт çитрĕ тесе шутлатăп. Çапла ятарлă çар операцине тухса кайрăм.
– Салтак пурнăçĕ мĕнле иртет?
– Эпĕ гранатометчик тивĕçне пурнăçлатăп. Унсăр пуçне чаватпăр та, хăпартатпăр та. Пĕр сăмахпа каласан, командирсем мĕн каланине, ума мĕнле çар задачи лартнине пурнăçлатпăр.
– Çывăх çыннусем санăн йышăнăвна мĕнле йышăнчĕç?
– Ятарлă çар операцине Нижневартовск хулинчен тухса кайрăм. Хамăн йышăнăва Пушкăртстанра пурăнакан атте-аннене телефонпа пĕлтертĕм. Вĕсен сăн-пичĕсене курман паллах. Сассисенчен çеç манăн йышăнăва ăнланнине, анчах йышăнманнине ăнлантăм. Эпĕ ăçта кайнине вĕсем лайăх ăнланаççĕ.
– Кам кĕтет сана килте?
– Мана чи çывăх çынсем кĕтеççĕ: ывăлăм, аттепе анне, шăллăмпа йăмăк, савнă хĕрпе пĕчĕк хĕрĕм. Май килсенех вĕсемпе çыхăнăва тухатăп. Ывăлăм чĕвĕлтетсе хăйĕн çинчен каласа парать. Паллах, аттепе аннене те çăмăл мар. Уйрăмах анне чĕререн пăшăрханать. Ăна «япăххи çинчен шухăшлама кирлĕ мар» тесе лăплантарма тăрăшатăп. Вĕсен ĕçĕсем те кал-кал пыни, ырă-сывă пурăнни маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
– Çарта чи йывăрри мĕн тесе шутлатăн?
– Чи йывăрри – тăшманпа тĕл пулни. Çак самантра çухалса каймалла мар. Уйрăмах пирвайхи вăхăтра. Каярах хăнăхатăн.
– Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ вăхăтра чуна пăлхатакан, хавхалантаракант самант е пулăм?
– СВОна хутшăннăранпа ноябрь уйăхĕнче икĕ çул пулать. Паллах, тĕрли пулнă. Чуна çĕклекенни вăл савнă хĕр йывăрлă пулнине тата хĕр çуралнине пĕлтерни пулчĕ. Çак самантра тĕнчере манран тейлейли çукчĕ.
– Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсене кĕтекенсене мĕн суннă пулăттăн?
– Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх, чăтăмлăх сунатăп. Пĕр-пĕр ĕçе пурнăçланă вăхăтра ăнăçу пулмасассăн пуçа усма кирлĕ мар тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен пирĕн хыçра – пирĕн тăвансем. Кĕтекенсене çакна каласшăн: сирĕн пулăшăвăр фронтра питĕ кирлĕ, вăл вăй-хал парать, кăмăл-туйăма çĕклет.
Ирида МАТНИЯЗОВА калаçнă.
Пелепей районĕ,
Кивĕ Сименкке ялĕ.