Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
23 Сентябрӗн 2025, 13:00

Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ

Сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Пишкайăн ял шкулĕнче хумхануллă та историллĕ пулăм пулса иртрĕ. Çак кун ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçĕсене пурнăçланă чух пуç хунă паттăр ентешĕсене халалласа мемориал уçрĕç.

Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ

Пилĕк асăну хăмипе обелискран тăракан комплекс Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсен Алексей Семенович Ивановăн, Александр Николаевич Михайловăн, Валерий Аркадьевич Ивановăн, Георгий Степанович Антоновпа Никита Владимирович Савельевăн ячĕсене ĕмĕрех асра хăвармалла турĕ. Вăхăт вĕсене, çамрăккисене, хастаррисене, вăйлисене суйласа илнĕ. Вĕсем тискер тăшмана хирĕç çапăçма мĕншĕн кайнине лайăх пĕлнĕ.

Палăка уçассипе çыхăннă хурлăхлă митинга Авăркас район администрацийĕн пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, Пишкайăн ял хутлăх администрацийĕн ертÿçи Владимир Евстафьев, район Канашĕн депутачĕ Виталий Тарасов, Авăркас тата Гафури районĕсенчи çар комиссариачĕн ертÿçин çумĕ Рустам Дильмухаметов, вĕрентекенсемпе шкул ачисем тата, паллах, çапăçу хирĕнче пуç хунисен тăванĕсем, çывăх çыннисем хутшăнчĕç.

– Паян эпир кунта ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешсене асăнса чыслама пуçтарăнтăмăр. Шкул территорийĕнче чаплă лару-тăрура СВОра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ выпускнисене халалласа асăну палăкĕ уçатпăр. Пишкайăн шкулĕн пилĕк выпускникĕ пирĕн мирлĕ пурнăçшăн, хăрушсăрлăхшăн хăйсемшĕн чи хаклине – пурнăçне – панă. Вĕсен паттăрлăхне, хастарлăхне, çар присягине чунтан парăннине пула паян эпир кунта тăратпăр. Паттăрсем пиллĕкĕшĕ те тĕрлĕ вăхăтра Пишкайăн шкулĕнче вĕреннĕ, çак çĕр çинче утса çÿренĕ, ÿснĕ. Вĕсен ячĕсем, паттăрла ĕçĕсем ĕмĕрех шкул историне çырăнĕç, пирĕн асра юлĕç. Асăннă палăк хамăр паттăрсене хисеплени çеç мар, вĕсемпе мăнаçланни, ĕмĕрех асра тытни, манманни.

Пишкайăнсем йывăрлăхсенчен нихăçан та хăраман. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 500 ытла Пишкайăн çынни тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă, вĕсенчен виççĕр ытла çынни ĕмĕрлĕхех çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Пишкайăнсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене Афганистанра, Чечен Республикинче хастаррăн пурнăçланă. Аслашшĕ-кукашшĕсен паттăрла ĕçĕсене малалла тăснă Пишкайăн арĕсен паттăрла ĕçĕсем – çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх – Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентекен тĕслĕх пулса тăрĕç.

Асăннă палăк паттăрсене пуç тайма, асра тытмалли вырăн пулĕ. Паянхи шкул ачисем вĕсен хастар ĕçĕсем пирки ăруран-ăрăва каласа парĕç. Вĕсене те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем пекех нихăçан та манмăпăр. Паянхи ятарлă çар операцийĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе пĕр танах. Эпир Раççее хирĕç чăмăртаннă пĕтĕм Хĕвел анăçа хирĕç кĕрешетпĕр. Пирĕн халăх 80 çул каяллахи пекех тăшмана çĕнтерĕ. Çĕнтерÿ пирте пулĕ.

Шел пулин те, истори çынсене ниме те вĕрентмест. Паян атте-асаттесем утнă сукмаксем тăрăх мăнукĕсем утаççĕ, çав Украинăнах, Донбаса, Луганска, хула-ялсене ирĕке кăлараççĕ, вĕсем пекех хастаррăн çапăçаççĕ. Мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлать, – терĕ Арслан Шагаретдинов.

Çавăн пекех пуçтарăннисен умĕнче Пишкайăн ял хутлăх администрацийĕн ертÿçи Владимир Евстафьев, район Канашĕн депутачĕ Виталий Тарасов, Пишкайăн шкул директорĕ Луиза Яковлева сăмах каларĕç. Вĕсем паттăрсен çывăх çыннисемпе пĕрле хурланнине пĕлтерчĕç, салтаксен ячĕсене ĕмĕрех асра юлмалла туни патриотизм тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине палăртрĕç.

Авăркас тата Гафури районĕсенчи çар комиссариачĕн ертÿçин çумĕ Рустам Дильмухаметов ятарлă çар операцийĕнче паттăрăн çапăçса пуç хунă Александр Михайлова вилнĕ хыççăн панă Хăюлăх орденне мăшăрне Валентина Николаевнăна пачĕ. Асăннă награда унăн паттăрлăхĕпе хăюлăхĕшĕн тав тунине, унăн умĕнче пуç тайнине пĕлтерет.

Мероприятийĕн официаллă пайĕ вĕçленнĕ хыççăн пуçтарăннисем мемориал умне чечексем хучĕç, паттăрсене пĕр минут хушши шăп тăрса асăнчĕç. Нумайăшĕ çывăх çыннисене аса илсе куççулĕсене тытса чараймарĕ. Паттăрсен тăванĕсем тÿпене шурă шарсем янă самант та чуна пырса тиврĕ. Вăл Расул Гамзатовăн «Тăрнасем» сăввинчи «вилнĕ салтаксен чунĕсем тÿпене вĕçсе хăпарса шурă тăрнасене çаврăннă» текен йĕркесене аса илтерчĕ.

Асăннă мемориала Луганск тата Донецк халăх республикисене ирĕке кăларассишĕн çапăçса 21 çултах пуç хунă Никита Савельевăн ашшĕпе амăшĕн пуçарăвĕпе тата укçи-тенкипе хăпартнă. Владимир Николаевичпа Елена Васильевна вăрах çул хушши çак шкулта вĕрентекенсем пулса ĕçлеççĕ.

– Палăка хамăр ывăла тата ытти паттăрсен ячĕсене ĕмĕрех асра хăварас, хамăр тивĕçе туллин пурнăçлас шутпа лартрăмăр. Асăнмалăх пултăр терĕмĕр, – тет Елена Васильевна амăшĕ.

Палăк çинче çÿллĕ те патвар кевтеллĕ каччă сăнланнă. Вăл пирĕн çине уççăн пăхать. Сăпайлă та çирĕп кăмăллă, ĕçчен ял каччи, сиенлĕ йăласемпе туслашман, лартнă тĕллевсене, хушнине тĕплĕн пурнăçланă, аслисемпе те, ачасемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, юлташĕсем питĕ нумай пулнă. Хăрушлăх тухса тăрсан хăй ирĕкĕпе çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме кайнă. «Сява» хушма ятлă гранатометчик тăшманпа хастаррăн кĕрешнĕ, отпуска таврăнма ĕмĕтленнĕ. Шел, пурнăçĕ вăхăтсăр, ытла та ир татăлнă.

Никита Савельевăн тата ытти паттăрсен ылтăн сас паллисемпе çырăннă ячĕсем ĕмĕрлĕхех çĕршывăн, ялăн, шкулăн историйĕнче çырăнса юлĕç.

 

Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.

Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ  Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Пилĕк выпускникăн паттăрлăхĕ Пишкайăн шкул историне кĕрсе юлчĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас