Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
7 Октябрӗн 2025, 17:00

Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать

Сентябрь уйăхĕн кунĕсенчен пĕринче Федоровка тăрăхĕнчи Урал ялĕнчи культура çуртĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе, çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕпе Иван Семеновпа («Юлдаш») тата Петр Осипов («Оса») салтакпа, тĕлпулу иртнĕ. Иккĕмĕшĕ кĕске вăхăта отпуска таврăннă пулин те ял çыннисемпе тĕл пулса калаçма вăхăт тупнă.

Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать
Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать

Тĕлпулăва чĕрĕ калаçу евĕр йĕркеленĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем Тăван çĕршыва юратни, хăйсен çывăх çыннисене хÿтĕлес кăмăл-туйăм кунсерен çирĕпленни çакăн пек йышăну тума хистенине палăртнă. Ял çыннисене çар пурнăçĕ интереслентернĕ. Вĕсемшĕн пурте кăсăк: салтаксем ăçта пурăнни, вут-çулăм лининче мĕнле апатланни, гуманитари пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ тата ытти те. Арсем кашни ыйту çине тулли хурав пама тăрăшнă.

Калаçу вĕçĕнче «Оса» вырăнти волонтерсене пысăк пулăшу панăшăн чунтан тав тунă. Вăлах 96527 çар чаçĕн командованийĕ ятĕнчен Урал ялĕнчи «Мĕнпурĕ те фронт валли, мĕнпурĕ те Çĕнтерÿ валли!» волонтер юхăмне тата унăн ертÿçине Валентина Федорована Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Мероприяти вĕçĕнче хăнасене асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă. Шăпах вĕсемшĕн юрă-кĕвĕ янăранă та. Вĕсене Марианна Васильева, «Тус-тăван» халăх фольклор ансамблĕ, Вера Семеновапа Ирина Данилован дуэчĕ шăрантарнă.

Пĕр тĕслĕх çинче чăн-чăн паттăрсем юнашар пурăннине, паттăрлăхпа хăюлăх тата Тăван çĕршыва юратни чăн-чăн çыннăн паха енĕсем пулнине курса ĕненме май пулнă.  

Федоровка районĕ, Урал ялĕ.  

 

Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать
Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать
Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать
Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать
Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать
Паттăрсемпе курса калаçни ял çыннине фронтри лару-тăрăва хак пама май парать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас