Сергей Васильевич Яковлев 1972 çулхи февраль уйăхĕнче Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралнă. Вырăнти вăтам шкулта вĕренсе тухнă хыççăн Пелепейри 89№ вăтам профессипе техника училищинче водитель профессине алла илнĕ. Сергей Польшăра çар хĕсметĕнче икĕ çул тăнă, автокранпа ĕçленĕ. Çартан таврăнсан пĕр вăхăт милицире, унтан ял хуçалăх техникумĕнче водитель пулса тăрăшнă. Каярах колхозра автокранпа ĕçленĕ.
Сергей Яковлев ятарлă çар операцине хутшăнма 2023 çулхи сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче контракт алă пуснă. Вăл Пелепей районĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи икĕ салтакпа Донецк облаçĕнчи Клещеевка ялĕ çывăхĕнчи 13637 çар чаçĕн, 72 бригадăн, М.Шаймуратов ячĕллĕ 2 батальонăн 5-мĕш ротине лекнĕ.
Малтанхи вăхăтра Сергей сайра-хутра пулсан та пиччĕшĕпе тата йăмăкĕпе телефонпа калаçнă, 2023 çулхи октябрь уйăхĕнче вара çыхăну татăлнă. Володя пиччĕшĕ каланă тăрăх, вăл пĕр çапăçура аллине суранланă. Пĕлĕшĕсем, çав вăхăтра ăна курнă. Ишимбай хулинчи «Малой» тата Федоровка районĕн «Зуб» хушма ятлă салтаксем артиллери вутне лекни, çав кун çын çухатăвĕсем пысăк пулни, хăйсем Сергей ÿтне блиндажран йăтса тухни çинчен çирĕплетеççĕ. Пĕрле ятарлă çар операцине ăсаннă Сергей Дмитриевпа Евгений Саврина тăван ялĕн масарне илсе килсе пытарнă, анчах Сергей Яковлевăн ÿчĕ халиччен те тупăнман. Вăл çухални кăçалхи октябрь уйăхĕнче 2 çул çитнĕ. Шырав ĕçне уçăмлатма 2024 çулта Галина Яковлеваран (Сергей амăшĕ) ДНК тĕслĕхне илнĕ. Сентябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче çар комиссариатĕнче Сергей Васильевич Яковлева вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе чысланă. Наградăна амăшне панă, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçине, паттăр салтака çитĕнтернĕшĕн тав тунă.
Октябрь уйăхĕнче Яковлевсем патне Ĕпхÿ хулинчен килсе кайнă М.Шаймуратов ячĕллĕ СВО ветеранĕсемпе инваличĕсене социаллă пулăшу паракан ыркăмăллăх фончĕпе Салтак амăшĕсен комитечĕн ĕçченĕсем тата Сергейăн çарти пĕлĕшĕсем шырав ĕçĕнче пулăшассине шантарнă. Сергей Васильевичăн ашшĕпе амăшĕ, Василий Игнатьевичпа Галина Даниловна, хăйсем сывă чух ывăлĕн ÿтне тăван ял масарне илсе килсе пытарасса тем пекех шанаççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Этĕл ялĕ.