Авăркас тăрăхĕнчи Таштамак ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Васильев пур машинăсене те юсама ăста. Чылай водитель унăн Толбазă салинче вырнаçнă автосервисне пĕлет. Вăл чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Чăн малтан вăл «Асиль-хан» суту-илÿ центрĕн никĕсĕ çинче ĕçленĕ. Унтан ăстаçă пÿлĕм тара илнĕ, автосервиса анлăлатнă. Халĕ кунта автомойка та, çăмăл тата çăк турттаракан машинăсен шиномонтажĕ те, развал-схождени те пур.
Геннадий ятарлă çар операцийĕ пуçланнă кунран пирĕн салтаксем валли автомобильсем юсать. Çар хирĕç тăрăвĕсен участникĕ пулнă май вăл фронтра техника кирлине питĕ лайăх ăнланать. Таштамак арĕ 2023 çулхи февраль уйăхĕнче контракт алă пуснă. Çемйипе тăванĕсем çакна йышăнасшăн пулман, анчах çемье пуçĕ çирĕп йышăну тунă. Ашшĕ-амăшĕ аслă ывăлĕ кирек мĕнле шухăша та пуçпа шухăшласа пурнăçланине пĕлеççĕ, ăнланаççĕ.
Геннадий Васильев кĕске вăхăта отпуска таврăнсан та ырă ĕçсем тума васкать. Иртнĕ çулхине килне таврăнма май килмен, мĕншĕн тесен унăн полкĕ çар заданинче пулнă. Нумай пулмасть усă курман кунсене панă, вăл икĕ уйăха тăван тăрăха таврăннă.
Усламçăн сервисĕнче икĕ теçетке яхăн автомобиль юсаса СВО зонине ăсатнă. Хăй кайсан асли вырăнне юлташне хăварать. Сăваплă ĕçре Регина мăшăрĕ те пулăшать.
– Фронтра туссем нумай. Вĕсене пулăшас килчĕ. Малтанхи вăхăтра хăнăхма çăмăл марччĕ. Пурнăç çĕнĕрен пуçланчĕ тейĕн. Хăрани те пулнă, вăхăт шунă май çак туйăм сирĕлчĕ. Тавракурăм пачах улшăнчĕ. Пурнăçа, тăвансемпе юлташсене хаклама пуçлатăн. Эпĕ пулеметчик тивĕçне пурнăçлаттăм, нумай пулмасть водителе куçарма ыйтса рапорт çыртăм. Донецкри çапăçусене хутшăнтăм, халĕ Харьков еннелле çул тытатпăр. Волчанска тухма хушу кĕтетпĕр. Пирĕннисем наступлени тăваççĕ, эпир – иккĕмĕш линире. Разведкăна темиçе кунлăха ушкăн-ушкăнпа каятпăр. Тăшмана тĕл пулсан çавăнтах тĕп тăватпăр. Лару-тăру еплерех пулнине раци тăрăх пĕлтеретпĕр. Артиллерипе минометсем пулăшаççĕ, – каласа парать «Механик» хушма ятлă салтак.
Вăрçăра тĕрлĕ калăпăшлă пилотсăр вĕçекен аппаратсем тĕп вăй пулса тăнă. Вĕсем яланах çĕнелсе пыраççĕ. Геннадин тĕп çар задачи – «кайăксене» (халăхра пилотсăр вĕçекен аппаратсене çапла калаççĕ – авт.) тĕп тăвасси. Салтаксем мирлĕ çынсене хÿтĕлес тесе вĕсене персе антараççĕ. Дронсен сассине илтсенех хăйсен приборĕсене хускатаççĕ, ĕçлеççĕ. Чи хăрушши – «Баба-Яга», вăл çĕр çинче нумай вилĕм кÿрет. Сыхă тăни, тĕл пеме пĕлни салтаксене пулăшать.
Геннадий Васильева фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, тылра та хамăрăннисене пулăшма вăй çитернĕшĕн «Хастарлăх кăтартнăшăн» (3 степень), «Çапăçури хастарлăхшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн» медальсем парса чысланă.
Нумаях пулмасть «Механик» СВО зонине тухса кайнă. Кунта ăна виçĕ ывăлĕпе мăшăрĕ, ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем кĕтеççĕ, вăл ырă-сывă таврăнасса шанаççĕ.
БАРДЫБАЕВА.
Авăркас районĕ.