Мероприятие вырăнти шкул директорĕ Ольга Никитина пуçланă. Хăйĕн сăмахĕнче Ольга Николаевна ыттисене çăлас тесе хăвна хăрушлăха кĕртсе ÿкерни – паттăрлăх, вилĕм умĕнче тăнине пĕлсе çакна туни хăюлăх пулнине палăртнă. Çакăн хыççăн линейкăна хутшăнма кăмăл тунă сумлă хăнасем – Чăваш Хурамал ял Канаш администраци пуçлăхĕ Николай Ефремов, Аслă Василий ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Евгений атте, М.Шаймуратов ячĕллĕ волонтер штабĕн Авăркас районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи тата вĕренÿ пайĕн психологĕ Нелли Сидорова, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Наталья Фасикова – сăмах илнĕ.
– Паян эпир паттăрсене асăнатпăр. Вĕсем пирĕн çутă пуласлăхшăн хăйсен пурнăçĕсене панă. Хальхи вăхăтра 20 ентеш Украинăра çапăçать, тăваттăшĕ хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Вĕсем пурте ырă-сывă, Çĕнтерÿпе таврăнасса шанатпăр, – тенĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Николай Ефремов.
СВО паттăрĕ, хăюллă чăваш арĕ Вячеслав Данилов нумай ачаллă çемьере çуралнă. Инçет Хĕвелтухăçĕнче элита чикĕ çарĕсенче икĕ çул хĕсметре тăнă. Салтак аттине хывнă хыççăн «Восток» колхозра водитель пулса ĕçленĕ. Пурнăçа юратакан, ыттисемшĕн тĕслĕх пулма тăрăшакан ентешĕмĕр 2025 çулхи март уйăхĕн 11-мĕшĕнче РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Ятарлă çар операцинче гранатометчик тивĕçне пурнăçланă. Кăçалхи март уйăхĕн 22-мĕшĕнче Донецк Халăх Республикинчи пĕр яла ирĕке кăларнă вăхăтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче тăван ялĕнче пытарнă. Вячеслав Михайловичăн ывăлĕ ашшĕн ĕçне малалла тăсать, хĕсметре тăнă май хăй ирĕкĕпе контракт алă пусса ятарлă çар операцине хутшăнать.
Геройсен парттисен хушшине вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Малтисен юхăмĕн хастар пайташĕсем Дмитрий Антоновпа Иван Красильников пĕрремĕшсем пулса ларĕç. Арçын ачасем малашне те лайăх вĕренме, шкул тата район пурнăçне хастар хутшăнма сăмах панă.
Церемони хыççăн М.Шаймуратов ячĕллĕ волонтер штабĕн Авăркас районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Нелли Сидорова, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Наталья Фасикова ялти волонтер юхăмĕн хастар пайташĕсене Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.