Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
18 Декабрӗн 2025, 10:00

Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ

Декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче Афганистан, Чечен Республикинчи тата ытти çар хирĕç тăрăвĕсене, ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене асра тытса асăну комплексĕ уçрĕç. Ăна Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа усă курса пурнăçа кĕртнĕ. Объект хакĕ 1 миллион та 350 пин тенкĕпе танлашнă.

Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ

Асăну комплексĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асра тытса лартнă палăкпа юнашар пулни те митинга пухăннă халăхăн чĕрисенче ăшă та мăнаçлăх туйăмĕсем çуратрĕ. Тем тесен те аслă ăрури паттăрсен ячĕсемпе паянхи çĕршыв хÿтĕлевçисен ят-хушамачĕсем (СВО паттăрĕсем) юнашар пулни ăрусен çыхăнăвне çирĕплетет, кăмăла çĕклет.

Çак кун ялти культура çурчĕпе юнашар вырнаçнă лапама халăх йышлă пухăнчĕ – СВОна хутшăнакансем, унта пуç хунисен тăванĕсем, сумлă хăнасемпе ял çыннисем. Вĕсен умĕнче район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Рамиль Бадретдинов, Авăркас тата Гафури районĕсен çар комиссарĕ Денис Гималов, Пишкайăн ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Владимир Евстафьев сăмах каларĕç.

– Паян пирĕншĕн паллă пулăм. Эпир çар хирĕç тăрăвĕсене тата ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансене асра тытса палăк уçатпăр. Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра хăйсен интернационаллă тивĕçне пурнăçласа Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ, 29-шĕ пуçĕсене хунă. Паттăрсене асра тытасси пирĕн тивĕç, хамăр ял çыннисене çамрăк ăру ан мантăр.Тăван çĕршыв хăйĕн ирĕклĕхĕшĕн миçе кăна вăрçа кĕмерĕ-ши? Халĕ акă, каллех юн тăкатпăр, Украина фашисчĕсемпе çапăçатпăр. Пирĕн арçынсен каллех алла хĕç-пăшал тытма тиврĕ. Шел пулин те, вăрçă çухатусăр пулмасть, ялти тăхăр СВО паттăрне çар чысĕпе юлашки çула ăсатрăмăр. Вĕсен ячĕсем ял тата Раççей историне кĕрсе юлĕç: Алексей Семенович Иванов, Александр Николаевич Михайлов, Валерий Аркадьевич Иванов, Никита Владимирович Савельев, Георгий Степанович Антонов, Степан Владимирович Антонов, Сергей Васильевич Евстафьев, Андрей Харитонович Захаров, Артем Ильнурович Каюмов. Вĕсем Тăван çĕршывшăн чи хаклине – пурнăçне пачĕç. Çак паттăрсем тата вĕсен çывăх çыннисем умĕнче пуç таятпăр, – терĕ Владимир Александрович.

Çавăн пекех вăл асăну комплексне тăвас ĕçе укçа-тенкĕпе пулăшу панăшăн республика правительствипе район администраци ертÿçисене, спонсорсемпе ял халăхне тав турĕ. Уйрăм тав сăмахне объектăн подрядчикĕсем Андрей Орловпа Игорь Тихонов тата Геннадий Петровпа Николай Лукин, Федор Николаев строительсем тивĕçрĕç.
Митинг вĕçленнĕ май пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç. Паллах, куççуль юхмасăр та пулмарĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.
Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.

Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Пишкайăнсем паттăрсене манмаççĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас