Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
10 Нарӑсӑн , 18:00

Хĕсмете - элитлă подразделенине

Пушкăртстанра пилотсăр системăсен подразделенийĕсене контракт мелĕпе хĕсмете илесси малалла тăсăлать. Çĕнĕ çар тĕсне иртнĕ çул вĕçĕнче йĕркеленĕ, вăл паянхи кун чи хăватлă технологиллĕ тата кирлисенчен пĕри шутланать.

Хĕсмете - элитлă подразделенине
Хĕсмете - элитлă подразделенине

БПЛА (пилотсăр вĕçекен аппартсем) операторĕсене хатĕрлесси ятарлă вĕрентÿ центрĕнче икĕ уйăха тăсăлать. РФ Оборона министерствипе алă пуснă контрактпа килĕшÿллĕн салтака вăл хăй килĕшÿ памасăр урăх должноçа куçарма пултараймаççĕ. Салтак мĕнпур çăмăллăхсемпе усă курĕ тата тухăçлă ĕçленĕшĕн премисене тивĕçĕ.

 

Тĕплĕнрех 112 номерпе ыйтса пĕлме пулать

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас