Асăннă наградăна Раççейри Халăхсен ассамблейин тата «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти уйрăмĕпе филиалĕ çирĕплетнĕ.
Чыслав церемонине обществăлла ĕçе кÿлĕннĕ, тылра ветерансене, СВОна хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшакан, çамрăксемпе ветерансемшĕн тĕслĕх пулса тăнă, Тăван çĕршывăн патриочĕсене çитĕнтернĕ ятарлă çар операци паттăрĕсен ашшĕсем хутшăнма тивĕçнĕ.
Колонна залĕнче пухăннисене Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Искандер Ахметвалеев, республика правительствин вице-премьерĕ – спорт министрĕ Руслан Хабибов, «Телей территорийĕ» ыркăмăллăх фончĕсен попечительсен канашĕн председателĕ Каринэ Хабирова тата «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалĕн ертÿçи Гульнур Кульсарина çитес уяв ячĕпе ăшшăн саламланă.
– Хăйне шанакан арçын хыçĕнче чи малтан хăйне шанакан ашшĕ тăрать. Ывăлĕсем яланах ашшĕсене хăйсен паттăрĕсем вырăнне йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах ашшĕсем ывăлĕсене хăйсен аслă çитĕнĕвĕ пек йышăнаççĕ. Аттен куççулĕпе пăшăрханăвĕ, унăн юратăвĕ куçа курăнмасть. Анчах унăн тимлĕхĕпе хÿтĕлевне эпир ĕмĕр тăршшĕпе туятпăр. Паян пирĕн хушăра чăн-чăн арçынсем – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене çитĕнтернĕ аттесем. Сире чăн-чăн патриотсем ÿстернĕшĕн чунтан тав тăватпăр, – тенĕ Гульнара Кульсарина.
«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин ашшĕ» медале илме тивĕçнĕ аттесен хушшинче Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче пурăнакан Владимир Савельев та пур. Владимир Николаевич Елена Васильевна мăшăрĕпе чăваш халăхĕн паттăр ывăлне çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă.
Савельевсен Никита ывăлĕ хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайнă. «Сява» хушма ятлă салтак «Атлант» 35-мĕш гварди штурм бригадинче гранатометчик тивĕçне пурнăçланă. Шел пулин те, çамрăк каччă ҫар заданине пурнӑҫланӑ чухне 2024 ҫулхи декабрь уйăхĕн 3-мӗшӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. 2025 ҫулхи март уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тӑван ялӗнче ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнӑ. Ăна (вилнĕ хыççăн) Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Никита Владимирович Савельевăн ылтăн сас паллисемпе çырăннă ячĕ çĕршывăн историне ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.