Пур хыпар та

Николай Ефимова халалласа асăну хăми уçрĕç

Февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕнче ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçланă чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентешĕмĕре Николай Ильич Ефимова сума суса асăну хăми уçрĕç.

Николай Ефимова халалласа  асăну хăми уçрĕç
Николай Ефимова халалласа асăну хăми уçрĕç

Паттăр пурăннă Красный Восток урамĕнчи çуртсенчен пĕрне Николай Ильичăн çывăх çыннисене нихăçан тавăрайми çухатăва чăтса ирттерме кăмăл çирĕплĕхĕпе чăтăмлăх сунма, ентешĕмĕрĕн астăвăмне упраса хăварма пĕр ял çыннисем, Ибрай ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Юрий Ефимов, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пухăнчĕç.


Николай Ильич Çĕньял ялĕнчи шкулта тăхăр класс пĕтернĕ, Раççей çарĕн ретĕнче тăнă, «Урожай» ООО ял хуçалăх предприятийĕн ферминче ĕçленĕ.
2024 çулхи ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăл хăй ирĕкĕпе РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. 2025 çулхи январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш арĕ Луганск Халăх Республикинче, Ясеновое ялĕ çывăхĕнче, çар задачисене пурнăçланă чух пуçне хунă.


Асăну хăми вăл – Николай Ефимов салтакăн паттăрлăхне, хăюлăхне çĕнĕрен те çĕнĕрен аса илтерекен асăну палли. Унăн ячĕ ĕмĕрлĕхех пирĕн çĕршывăн тата районăн паттăрла летопиçĕн çĕнĕ страницине çырăнса юлĕ.


Паттăр ентешĕмĕре халалланă асăну хăмине Ибрай ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Юрий Ефимов хăйĕн укçи-тенкипе тутарнă. Ăна уçма СВО хутшăннă Виктор Владимирович Карпова тата Николай Ильичăн тăван аппăшне Лена Ильинична Короткована ирĕк пачĕç. Пухăннисем пуç хунă салтаксене шăплăх минучĕпе аса илчĕç. Çакăн хыççăн митинга хутшăнакансем асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.


Асăну хăмине уçни пĕр паттăра кăна мар, пирĕн çĕршывшăн пурнăçĕсене шеллемесĕр пуç хунисене асра тытнине, хисеп тунине çирĕплетекен символ пулса тăрĕ. Çак ырă та пархатарлă ĕç Николай Ильичăн астăвăмне сыхласа, унăн историне пулас ăрусене парса хăварма пулăшĕ.


Пирĕн ирĕклĕхшĕн хăйсен пурнăçĕсене панисене манмалла мар. Асăннă мероприяти вĕсене аса илтерекен чĕрĕ вут-çулăма малашне те сыхласа хăварĕ.


Надежда ЯКОВЛЕВА, Çтерлĕ хулинчи ЧНКА пайташĕ.

Николай Ефимова халалласа  асăну хăми уçрĕç
Николай Ефимова халалласа  асăну хăми уçрĕç
Николай Ефимова халалласа  асăну хăми уçрĕç
Николай Ефимова халалласа  асăну хăми уçрĕç
Николай Ефимова халалласа асăну хăми уçрĕç
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас