Ĕпхÿ хулинчи Анастасия Михайлова ятарлă çар операцине хутшăнать, вăл 36-мĕш мотострелоксен полкĕн пилотсăр системăсен взвочĕн аслă операторĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. «Герда» кĕçĕн классен вĕрентекенĕн профессине алла илнĕ. Анчах шкулта ĕçлеме май килмен. Çамрăк хĕр пилотсăр вĕçекен операторсене хатĕрлекен центра çул тытнă. Анастасия ятарлă курс витĕр тухнă хыççăн 2023 çулхи июль уйăхĕнче РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Мĕншĕн çапла йышăну тунă-ха вăл?
– Чылай тăван-хурăнташ, тус-юлташ ятарлă çар операцине хутшăнать. Пуçра «манăн та унта пулмалла» шухăш тĕвĕленчĕ. Атте ман йышăнăва хисеппе йышăнчĕ, аннене вара йывăр пулчĕ. Паянхи кун вĕсем мана пысăк пулăшу параççĕ.
Ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра пилотсăр вĕçекен хатĕрсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, çар задачин ăнăçлăхĕ нумай чухне пилотсăр системăсемпе мĕнле ĕçленинчен килет. Çийĕнчех тĕрĕс йышăнусем туни салтаксен пурнăçĕсемпе техникăсене çăлса хăварма, тавралăха лайăх пĕлни «кайăка» каялла таврăнма пулăшать. БПЛА экипажĕсем разведкăсем йĕркелеççĕ, тăшман мĕн тума хатĕрленнине пĕлме тăрăшаççĕ. Технологисем тăтăшах аталанаççĕ, çавăнпа та операторсем хăйсен пĕлĕвĕсене ÿстереççĕ. Айккинчен пăхсан пилотсăр системăсен операторĕн ĕçĕ кичем пек туйăнать, анчах та çакă тĕрĕс мар.
Пилотсăр системăсен çарĕн ретне тăрам-ши е çук-ши тесе иккĕленекенсене çакна каласшăн: Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вăхăт çитрĕ, нимрен те ан хăрăр, кунта пурне те вĕрентĕç. Асăрхануллă та тимлĕ пулни пирĕн пурнăçа сыхласа хăварма пулăшать. Çĕршывăн кашни кĕтесĕнче çынсем хăйсен тăван чĕлхипе кăлаçмалла. Эпир шăпах çакăншăн çапăçатпăр, – тенĕ Анастасия Михайлова Пушкăрт спутник телевиденийĕн эфирĕнче.
Ĕпхÿ хĕрне çар тивĕçĕсене пурнăçланă чух паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн М.Шаймуратов генерал медалĕпе наградăланă. «Герда» ятарлă çар операцийĕ вĕçленсен те пилотсăр системăсен çарĕнче хĕсметре тăма палăртать.