

– Эпир подводниксем те, связистсем те, бортстрелоксем те мар, эпир пĕрре пусса пилотсăр вĕçекен аппаратсене ĕçлеттеретпĕр, – мăнаçлăн пĕлтернĕ пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ, «Депутат» хушма ятлă çар çынни.
Вăл 2024 çулта РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Арçын çĕнĕ технологисен пĕлтерĕшĕ тата производство аталанăвĕ çинчен питĕ лайăх пĕлет. Мĕншĕн тесен мирлĕ пурнăçра вахта мелĕпе Аякри Хĕвел тухăçĕнче производствăпа техника уйрăмĕнче аслă инженер пулса ĕçленĕ. «Депутат» – тимлĕ атте тата юратнă мăшăр.
Çар çынни каласа панă тăрăх, пилотсăр системăсен çарĕ паянхи çапăçăвăн лару-тăрăвне палăрмаллах улшăну кĕртнĕ. Нумай функциллĕ коптерсем талăкĕпе разведка илсе пыма, тĕллесе пеме пулăшаççĕ. Вĕсем чылай вăхăт пĕлĕтре вĕçнĕ май тăшман тата унăн техники ăçта вырнаçнине шыраса тупма, ăна тĕп тума пултараççĕ.
– Маларах кайăк вĕçевĕн çÿллĕшĕнчен территорие сăнаса тăрасси анлă сарăлманччĕ. Халĕ вара çакна тума çăмăлрах та тухăçлăрах. Алăпа пĕрре пусса пысăк лаптăка тимлĕхе илетпĕр. Çакна ăмăрт кайăкпа танлаштарма пулать – çÿле вĕçетпĕр, инçетрен те вичкĕн куратпăр, кирлĕ чухне хăвăрт перетпĕр. Пилотсăр вĕçекен аппаратсен усси куç кĕрет. Вĕсем çаврăнăçуллă, тĕллевлĕ пулнипе, кĕтменлĕхпе, кайăк вĕçевĕн çÿллĕшĕнчен вĕçме пултарнипе, çав вăхăтрах тăшман час-часах пире курманнипе, илтменнипе уйрăлса тăраççĕ. Унччен маларах разведчик бинокльпе усă курса тÿрлетÿсем тăватчĕ пулсан, халĕ çак задачăна пилотсăр вĕçекен аппаратсем пурнăçлаççĕ. Чи пĕлтерĕшли вара эпир разведчиксене кăна мар, артиллеристсене те, танкистсене те, штурм ушкăнĕсене те пулăшу паратпăр. Эпĕ тата манăн юлташсем хамăр çар специальноçĕпе мăнаçланатпăр, – тенĕ «Депутат».