

«Турок» – пысăк опытлă оператор. Унччен маларах хăюллă салтак çĕр çинчи техникăна тĕп тăвас ĕçе илсе пынă. Халĕ вăл сывлăшри тĕллевсене пурнăçлать, çамрăксене ăсталăха вĕрентет.
– Çулсене, пилотсăр вĕçекен аппаратсем мĕнле вĕçнине, çÿллĕшне тĕпчемелле. Мĕнле çанталăк тăнине те шута илмелле. Хĕвеллĕ кун пилотсăр вĕçекен аппаратсем питĕ çÿллĕ хăпараççĕ. Тĕтреллĕ çанталăк тăрсан ĕçлеме йывăртарах, анчах палăртнине пурнăçлатпăр, çакăн валли технологисем пур. Тăтăшах çĕннине вĕренетĕн, – ăнлантарнă «Турок».
Пилотсăр системăсен батальонĕн штаб ертÿçи «Альф» пĕлтернĕ тăрăх, подразделени штабĕ çĕр айĕнче вырнаçнă, пĕлĕтрен талăкĕпе сăнаççĕ.
– Çĕрле ĕçлекен дронсем те пур. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕçлетпĕр. Уйрăм йыш заданине кайсан вĕсем ăçталла çул тытмаллине, тăшман ăçтан килсе тухассине, умра мĕн кĕтнине пĕлтеретпĕр. Пурне те чăн вăхăтпа килĕшÿллĕн куратпăр, – тенĕ «Альф».
Ирида НОВИКОВА.