«Чăваш» – пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ

Ентешĕмĕре 2024 çулта çара чĕнсе илнĕ. Каярах вăл чĕри хушнипе, чунĕ туртнипе ятарлă çар операцине хутшăнма йышăну тунă, РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă.

«Чăваш» – пилотсăр вĕçекен  аппаратсен операторĕ«Чăваш» – пилотсăр вĕçекен  аппаратсен операторĕ
«Чăваш» – пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ

– Унта пулмаллине тата çĕршыва усă кÿмеллине ăнланаттăм. Хăрушăччĕ, анчах çакă чыслă тивĕç, – тенĕ çар çынни.
Хатĕрленÿ хыççăн «Чăваш» хушма ятлă салтак дронсемпе ĕçлеме хăнăхнă. Паянхи кун вăл разведка, сăнав тата тапăну тĕллевĕсене пурнăçлать. Унăн сăмахĕсем тăрăх, БПЛА малти линире тухăçлăхпа хăрушсăрлăха ÿстерет.
Халĕ «Чăваш» çар задачисене пурнăçланисĕр пуçне пĕрле хĕсметре тăракансене пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлеме вĕрентет. Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен хăюллă салтака Хисеп хучĕсем, çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕ ята парса чысланă.
«Чăваш» хушма ятлă çар çыннине килĕнче чăтăмсăр кĕтеççĕ – çамрăк çемьен часах ача çуралмалла.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас