

Енчен те СВОн малтанхи кунĕсенче пирĕн çар çыннисем «дрон» мĕнне пĕлмен пулсан, паянхи кун унпа пур çĕрте те усă кураççĕ. Вĕсемпе тăшманăн хÿтĕлев позицийĕсене сирпĕтеççĕ, çар техникипе фронтри салтаксене тĕп тăваççĕ. Унсăр пуçне «кайăксемпе» вырăнта разведка ирттернĕ, координатсем палăртнă чухне анлă усă кураççĕ. Çавăнпа та салтаксем РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуссанах çĕнĕ специальноçа алла илме пуçлаççĕ. Çакăн пирки «Пушкăртстан» полкĕн командир çумĕ Александр Мельченко каласа панă.
Унпа тĕл пулса калаçма çăмăлах пулмарĕ, вăхăт хĕсĕк пулнипе мĕнпур ыйтăва ура çинче сÿтсе явмалла пулса тухрĕ. Майор Ĕпхĕве командировкăна килнĕччĕ, эпир шăпах çак самантпа усă куртăмăр. Офицер пирĕн валли темиçе минут тупма пултарчĕ, чи кирлине – пушкăрт подразделенийĕсем пилотсăр системăсемпе тухăçлă усă курнине – палăртса хăварчĕ.
«Пушкăртстан» полк Хĕрлĕ Лиман (Красный Лиман) тăрăхĕнче çар задачисене пурнăçлать. Александр Мельченко çирĕплетнĕ тăрăх, çак вырăн фронтăн яваплă сыпăкĕ шутланать. Кунта çар тĕллевĕсене тĕрлĕ çар тĕсĕсем пурнăçлаççĕ, анчах та малти ретре пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕсем ĕçлеççĕ. Дронсем фронт линийĕнчен чылай малта çапăçăва кĕреççĕ. Вĕсем тунă ĕç кăтартăвĕсене Украина çарĕсен арканнă блиндажĕсемпе, çар техникипе тата вилнĕ-аманнă çар çыннисемпе виçме пулать. Пилотсăр аппаратăн пĕр операторĕ çĕр салтака улăштарма пултарать тесе çирĕплетет полк командирĕн çумĕ.
– Хальхи вăхăтра техника енчен илсен тактика тата конкуренци тени пĕлтерĕшлĕ. Раççей çарĕсем те, тăшман та пилотсăр вĕçекен аппаратсем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Икĕ енче те çак ĕçе аталантарма тăрăшни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Енчен те 2023-2024 çулсенче пачах урăхла лару-тăру пулнă пулсан, паян çакăн пек техника хатĕрĕсĕр çапăçăва кĕме хĕн, çавăнпа та асăннă ыйту çине уйрăм тимлĕх уйăрмалла. Эпир хамăрăн базăна пысăклататпăр, опыт пухатпăр тата дронсен операторĕсем валли кадрсем хатĕрлетпĕр. Пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе çеç мар, çĕр çийĕн çÿрекен пилотсăр системăна алла илес енĕпе те ĕçлетпĕр, – тет Алексадр Мельченко.
Офицер каланă тăрăх, хальхи вăхăтра пилотсăр система çарĕнче хĕсметре тăма кăмăл тăвакан çамрăксен йышĕ ÿссе пыни сисĕнет. Вĕсем пурте тенĕ пекех БПЛА операторĕ пулма чĕре туртнипе, чун хушнипе килеççĕ тесе çирĕплетет «Пушкăртстан» полкĕн командирĕн çÿмĕ.
– Ачасем лайăх хатĕрленÿ курсĕ иртеççĕ, хăйсене кирлĕ пĕлÿ илеççĕ, кайран вара унпа çар задачисене пурнăçланă чухне усă кураççĕ. Дрон операторĕсен йышĕнче çамрăксем кирлĕ, эпĕ çакна пытармастăп. Вĕсен туйса илессин (реакци) хăвăртлăхĕ пысăк, куçĕсем çивĕч, пĕлĕве час пуçа кĕртеççĕ тата каланине çийĕнчех ăнланса ăша хываççĕ. Кунта тĕлĕнме кирлĕ мар, паянхи çамрăксем хатĕрленÿ тапхăрне иртнĕ темелле. Урăхла каласан вĕсем компьютер вăййи мĕн иккенне питĕ лайăх пĕлеççĕ, апла пулсан туйса илесси пысăк, хускану (моторика) хастар. Çав вăхăтрах операторсен ĕçĕ дронсемпе çыхăннă пультсем çеç мар. Вĕсен ноутбука тата ытти хăтĕрсене çыхăнтарма пĕлмелле. Сăмахран, пĕр-пĕр пая шăратса çыпăçтарма. Паллах, çамрăксем çак ĕçсене хăвăрт хăнăхаççĕ, – хăйĕн шухăшне пытармарĕ Александр Мельченко.
Эдуард КУСКАРБЕКОВ.