

Каччă мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ электричество хатĕрĕсене пухма, вĕсене юсама юратнă. Çавăнпа та БПЛАпа ĕçлес хăнăхăва часах алла илнĕ.
Давлекан каччипе унăн çарти юлташĕсем паянхи пилотсăр вĕçекен аппаратсем тата вĕсем пĕлĕтпе çĕр çинче тăшманпа мĕнле çапăçни çинчен «Звезда» çарпа патриот телеканалăн корреспондентне каласа панă. «Резо» çĕр çинчи «Депеша» роботехника комплексĕпе ĕçлет. Унăн çар машини, тул енчен пăхсан гусенициллă пĕчĕк платформа евĕр, питĕ хăвăрт çÿрет, правур çаврăнать, чăрмавсене çăмăллăнах парăнтарать. Вăл разведка тăвать, хамăрăннисем валли маршрут хывать, апат-çимĕçпе çар хатĕрĕсем, сĕрмелли-çунтармалли япаласем турттарать, суранланнă салтаксене те эвакуацилеме пултарать. Çакăн йышши хатĕр темиçе çын пурнăçне çăлса хăварнă. Оператор палăртнă тăрăх, асăннă çар машинипе ĕçлеме тата ăна пăхса тăма çăмăл. Пилотсăр çÿрекен аппаратпа транспорт пек усă курнисĕр пуçне вăл минăсемпе тата çурăлмалли хатĕрсемпе ĕçлеме пĕлет, кирлĕ чух камикадзе те пулса тăма пултарать.
«Асылыкуль» район хаçачĕн журналисчĕсем «Пурне те пурнăçа кĕртме пулать-и?» тесе ыйтсан, Давлекан каччи мăнаçлăн: «Пулать, питĕ лайăх пулать. Пысăк кăтартусем тăватпăр. Хальхи вăхăтра çакăн йышши техника çапăçу хирĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Манăн çар машини кунсерен вăйлă çапăçусем пыракан линире ĕçлет, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлатăп», – хурав панă.
26 çулхи каччă, çамрăк пулин те, тĕрĕс йышăнусем тума, тĕллев патне çине тăрса утма вĕреннĕ. Вăл Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Давлекан хулинчи филиалĕнче сварщик профессине алла илнĕ, Хусанти авиаци продукцийĕ туса кăларакан заводра токарь пулса ĕçленĕ. Хулари пурăнмалли кварталсенчен пĕрне пилотсăр вĕçекен аппарат вĕçсе килнине курсан ĕçне пăрăхса килне таврăннă, контракт алă пусса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă.
Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе мăнаçланаççĕ, ăна çĕнтерÿпе, ырă-сывă таврăнасса чăтăмсăр кĕтеççĕ.