

Раççей салтакĕсем тыткăна лекнĕ видеона курни качча ятарлă çар операцине хутшăнас шухăш патне илсе çитернĕ. Унсăр пуçне ун патне çар комиссариатĕнчен шăнкăравланă, пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕсен йышне кĕме кăмăл çук-и тесе ыйтнă. «Ставрос» килĕшнĕ, РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă.
– Паянхи вăрçа пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе усă курмасăр куç умне кăларса тăратма йывăр. БПЛАпа ĕçлеме вĕренесси – çăмăл та ансат ĕç. Чи йывăрри çак енĕпе ăсталăха туптасси пулса тăрать. Операторăн лăпкă кăмăл, «сивĕ» ăс-тăн пулмалла. Январь уйăхĕнче отпуска кайнăччĕ. Шăпах çавăн чухне пирĕннисем тăшманăн «Новатор» тата «Казак» бронемашинисене, Хорвати туса кăларакан RAK-SA-12 реактивлă хăватпа куçакан аппарата, М101 тата Д-30 гаубица текен артиллери хĕç-пăшалĕсене чылай тĕп тунăччĕ… Хăрушă та юнлă, хумхануллă самантсем манăçа тухаççĕ, мĕншĕн тесен хăнăхатăн. Çар пурнăçĕнче кăмăла çĕклекен пулăмсем вара кушаксемпе çыхăннă. Вĕсем таçтан килсе тухаççĕ – ăнланмалла мар. Ачаш чĕр чунсем чупса пырса ачашланаççĕ, хăйсен ăшшине пирĕншĕн шеллемеççĕ, – тенĕ «Ставрос».
Çамрăк качча килĕнче амăшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ, савнă хĕрĕ чăтăмсăр кĕтеççĕ. Çывăх çыннине юратнине, уншăн тунсăхланине кашни шăнкăравламассерен пĕлтереççĕ. Ятарлă çар операцийĕ вĕçленсен «Ставрос» салтак сервис центрĕнчех (ноутбуксемпе моноблоксем, телефонсем юсакан вырăн) ĕçлеме, професси енчен аталанма палăртать. Каччăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр.
Ирида НОВИКОВА.