

Çак кунсенче районти Афган вăрçин ветеранĕсен канашĕн (ертÿçи – Вильмир Ахметзянов) пуçарăвĕпе вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ Владимир Исаева халалласа асăну хăми уçрĕç. Ăна ашшĕ-амăшĕн пысăках мар çурчĕн стени çине вырнаçтарчĕç.
Палăртнă вăхăт тĕлне Егоровка ялне Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата строительство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Максим Асадуллин, Афган вăрçин ветеранĕсем, çамрăк армеецсемпе педагогсем, Пăслăк ял Канашĕн ĕçченĕсем, Владимир Исаевăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем, пĕр ял çыннисем килсе çитрĕç. Чаплă митинга Афган вăрçин ветеранĕсен канашĕн председателĕ Вильмир Ахметзянов уçрĕ. Çакăн хыççăн вăл Максим Асадуллина сăмах пачĕ. Район администрацийĕн представителĕ асăннă мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 81 çул çитнипе çыхăнтарчĕ. Афган вăрçин ветеранĕсем – асаттесемпе аттесен мухтавлă çар йăли-йĕркисене малалла тăсаканĕсем. Вĕсен ÿсĕмне шута илсен халĕ хăйсем асатте-кукаçисем пулса тăнă, çамрăк ăрушăн паттăрлăхпа хăюлăх тĕслĕхĕ шутланаççĕ.
Тăван шăллĕпе çыхăннă аса илÿсене паттăрăн аппăшĕсем куç умне кăларса тăратрĕç. Çав вăхăтри çар пурнăçĕпе В.Исаевпа пĕр чаçре хĕсметре тăнă танк командирĕ, «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ Петр Туймуков (Ермолкино ялĕ) паллаштарчĕ. Афган вăрçин ветеранĕсен канашĕн председателĕ Вильмир Ахметзянов хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче çитес вăхăтра Вишневкăпа (ред. – çак кунсенче асăну хăмине уçнă) Дюсяново ялĕсенче те асăну хăмисем уçма сăмах пачĕ. Вăл Пишпÿлек салинчи Федор Сидоров спонсора чунтан тав турĕ. Федор Александрович асăну хăмисем хатĕрлеме укçа-тенкĕ парса пысăк пулăшу кÿнĕ.
Пирĕн паттăрсен ячĕсене асра тытмалла. Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр вилĕмсĕрлĕхе утăм тунă.
Митинг асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тунипе вĕçленчĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Егоровка ялĕ.