Урал сасси
+15 °С
Облачно

«Племяш» тăшманăн темиçе дронне тĕп тупнă

«Племяш» хушма ятлă салтак Чекмагуш районĕнче çуралса ÿснĕ. Ентешĕмĕре ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн IV степеньлĕ Георгий Хĕресĕ парса чысланă.

«Племяш» тăшманăн темиçе дронне тĕп тупнă«Племяш» тăшманăн темиçе дронне тĕп тупнă
«Племяш» тăшманăн темиçе дронне тĕп тупнă

Çакăн пирки Чекмагуш район администраци пуçлăхĕ Реканс Ямалеев пĕлтернĕ.


Пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ çар задачисене пурнăçланă май тăшманăн темиçе дронне тĕп тунă, пĕрле службăра тăракансене сывлăшран тăпăнассинчен хÿтĕленĕ. Паттăр 2024 çултанпа малти линире, танксене хирĕç кĕрешекен дивизионра, çапăçать. Унччен маларах «Племяш» РФ Оборона министертствин «Çапăçура палăрнăшăн» тата «Минăсенчен тасатнишĕн» медальсене илме тивĕçнĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас