

Çамрăк çын 2022 çултанпа ятарлă çар операцине хутшăнать, А.Доставалов ячĕллĕ батальон йышĕнче тăрать. Шăпах унта ăна «Бродяга» хушма ят панă. Мĕншĕн тесен унăн телефонĕнче çакăн пек ятлă пĕртен-пĕр юрă пулнă. Пĕрремĕш çулхине çар çынни Херсон облаçĕнче штурмовик пулса тăшмана хирĕç çапăçнă. Çапăçусенчен пĕринче контузи илнĕ, аллинчи темиçе пÿрнине çухатнă. Теней каччи сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă.
Икĕ çултан ăна управлени ротине куçарнă, командованине сыхлас енĕпе пĕлтерĕшлĕ задачăсене пурнăçланă. Юлашки икĕ уйăхра вăл Çурçĕр Донецк направленийĕнчи малти линире пулнă, юлташне дронсенчен хÿтĕленĕ.
«Бродяга» çĕр пÿртре мĕнле пурăнни, вĕсене дрон тапăнни, çар припасĕсемпе топливо çунни, икĕ юлташне вут-çулăмран тухма пулăшни çинчен каласа панă. Шел пулин те, тата тепĕр икĕ салтака иккĕмĕш кунхине çеç ишĕлчĕксен айĕнчен чавса кăларнă.
Теней каччи паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн темиçе наградăна тивĕçнĕ. Çав шутра Суворов ячĕллĕ медаль те пур. Нумай пулмасть çар çынни кĕске вăхăта отпуска таврăннă пулнă. Вăл пулă тытма çÿренĕ, тăванĕсемпе чунтан калаçса вăхăтне ирттернĕ.
Мĕн пирки ĕмĕтленет-ха 28 çулхи «Бродяга»? Вăрçă пĕтсен каччă тăван ялне таврăнасшăн, пÿрт лартасшăн. Хăюллă салтакăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатпăр.
Татьяна Зайнуллина.
Федоровка районĕ, Теней ялĕ.