Урал сасси
+10 °С
Ясно

«Африка» çĕнтерĕве дронсемпе çывхартать

Пилотсăр система çарĕсем – РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен çĕнĕ тытăмĕ. Ăна тĕрлĕ пилотсăр комплекссемпе усă курса çапăçусем илсе пыма йĕркеленĕ. Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнче çуралса ÿснĕ Донецк Халăх Республикин Паттăрĕ Антон Иванов çĕнĕ çар элити йышне тахçанах тăнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
«Африка» çĕнтерĕве дронсемпе çывхартать«Африка» çĕнтерĕве дронсемпе çывхартать
«Африка» çĕнтерĕве дронсемпе çывхартать

– Эпĕ вăтăр çулта, нумай ачаллă çемьере аслă ывăл пулса çуралнă. Аттепе аннен, Иван Евстафьевичпа Елена Валерьевна Ивановсен, мансăр пуçне тата тăватă ывăл çут тĕнчене килнĕ. Çавăн пекех пирĕн çемьере пĕртен-пĕр, чи юратнă та пултаруллă Елизавета йăмăкăм пур. Вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пелепейри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕтĕм, анчах та ăна пĕтереймерĕм, вун сакăр çул тултарсан 2013 çулта çара чĕнсе илчĕç.

Елань хулинче танк çарĕнче Пишпÿлек ялĕнчи ентешпе çар специальноçне вĕрентĕм. Унтан Таджикистанта юсавпа эксплуатаци çар машинипе дежурнăй пулса ĕçлерĕм. Çар хыççăн РФ Хÿтĕлев министерствипе Абхазинче службăра тăма контракт алă пусрăм. Çар пурнăçĕ мана килĕшет. Пирĕн разведка ротинче манпа пĕрле службăра Андрей Крутяев тата Эдик Миронов пĕрялсем, Çирĕклĕ ялĕнчен Андрей Мурзаков хĕсметре тăратчĕç. Çапла эпир пĕрле 2017 çулччен çарта пултăмăр.

Тăван кĕтесе таврăнсан Ĕпхÿ хулинче ĕçе вырнаçрăм. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан мана çар комиссариатĕнчен Шаймуратов батальонĕ йĕркеленни çинчен пĕлтерчĕç, 2022 çулхи июль уйăхĕн 7-мĕшĕнче хамăн ирĕкпе вĕсен йышне тăтăм. Асăннă батальонра Пишпÿлек районĕнчи тĕрлĕ ялсенчен эпир пиллĕкĕнччĕ. Пире мотострелковăй батальонăн 72 бригадине çирĕплетрĕç. Херсонпа Угледар, Донецкпа Бахмут хулисен çывăхĕнчи йывăр çапăçусене хутшăнтăмăр.

Салтак палăртнă тăрăх, çар пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртнĕ. РФ Хĕç-пăшаллă вăйсенче пилотсăр системăсен çарĕсене йĕркелеме пуçланă. Кадрсене ăçтан тупмалла? Ятарлă специалистсене нихăçта та хатĕрлемен-çке. Командирсем Антон Иванов мĕн пĕчĕкрен «PUBG» пемелли компьютер вăййисемпе кăсăкланнине пĕлеççĕ. Каччă суйлава ăнăçлă иртсе çĕнĕ специальноçпа ĕçлеме пуçлать. Хĕвелпе пиçнĕскер, пилотсăр вĕçев аппарачĕсен хастар операторĕ «Африка» ача-пăча вăййине хăйĕн хушма ячĕ тăвать.

– Мана вĕçевсĕр аппаратсен операторне куçарчĕç, – сăмахне малалла тăсать чăн-чăн професси ăсти пулса тăнă çар çынни. – Эпир çарти юлташсемпе пĕрле кайăк вĕçевĕн çÿллĕшĕнчен çапăçу хирĕнчи лару-тăрăва асăрхаса тăратпăр, тăшман вут-çулăм кăларакан вырăнсене тупса палăртатпăр, унăн хĕç-пăшалне тĕп тума Раççейри полк артиллерийĕпе тата авиаци çыхăнăвĕсене разведка даннăйĕсене паратпăр. Унсăр пуçне тĕллесе пенĕ вырăнсене сирпĕтнине видео ÿкеретпĕр. Блиндажсенче пурăнатпăр, апат хамăр хатĕрлетпĕр. Канма вăхăт çукпа пĕрех. Мĕншĕн тесен дронсем талăкĕпех ĕçлеççĕ. Пирĕн кунта «кăнтăрла-çĕрле» «вăранасси-çывăрма выртасси» ăнланусем çук. Пуçласа отпуска киле çулталăк çурăран таврăнтăм. Тăван кĕтесрен аякра чух хамăр ялти «Кузя» тата «Шаман» хушма ятлă ентешсемпе, Александр Кузьминпа Вячеслав Павловпа, хĕсметре тăтăм. Шел пулин те, хаяр çапăçусем пынă чухне иккĕшĕ те умла-хыçлă паттăрла пуçĕсене хучĕç.

Салтак пĕр вăхăта шăплăха путрĕ. Эпĕ çар наградисене кăтартма ыйтрăм. Вĕсем пурте Ивановсен çемье архивĕнче упранаççĕ. Вĕсен хушшинче кĕрен тĕслĕ бархат коропкăра ДНР Паттăрĕн «Ылтăн çăлтăрĕ» медаль пур, Паттăрлăх орденĕ, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Шаймуратов генерал» (ăна ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров малти линие килсен панă) тата «СВО участникĕ» медальсем куçа лекеççĕ.

Пирĕн калаçу пысăк çуртăн çутă залĕнче иртрĕ. Пÿлĕм стенисене паттăрăн йăмăкĕн Елизаветăн ÿкерчĕкĕсем илемлетеççĕ. Хĕр ача Пишпÿлекри вăтам шкулта пĕлÿ пухнă чухне ÿнер шкулĕнче вĕренсе тухнă. Халĕ Тутарстанри Набережнăй Челны хулинче ĕçлесе пурăнать. Лиза юратнă ашшĕпе пиччĕшĕн портретне ÿкернĕ. Унăн тĕрлĕ калăпăшлă ватман хутсем çинче гуашь, акрил, акварель сăрĕсемпе СВО темипе ÿкернĕ ÿкерчĕксем чылай. Лизăн ĕçĕсем ашшĕпе амăшне те, пиччĕшĕсене те килĕшеççĕ.

Халĕ Антон Иванов çапăçура суранланнă хыççăн реабилитаци иртет. Уншăн пилотсăр вĕçекен аппаратсен çарĕ служба иртекен вырăн çеç мар, чăн-чăн çар шкулĕ шутланать. Салтак çирĕплетнĕ тăрăх, кунта урăх подразделенисемпе çыхăнса, килĕштерсе ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ.

«Африка» отпуск вĕçленсен каллех строя тăма ĕмĕтленет. Хальлĕхе вăл дронсен операторĕ пулса çар тĕллевĕсене пурнăçланисĕр пуçне, урăх пурнăç çинчен шутламасть. Паттăр салтакăн çемйи – ашшĕ-амăшĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕ – Антон йышăнăвне ырлаççĕ. Вĕсем çĕршыв хăрушсăрлăхне çирĕплетес, çĕнтерĕве çывхартас ĕçре унăн тÿпи питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ.

Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.

Автор:Инга Алексеева