Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сабантуй
7 Августӑн 2019, 12:45

Пахча улпучĕ – купăста

1. «Купăста» сăмах «капутум» (голова-пуç) авалхи грек чĕлхинчен пулса кайнă‚ çакă çимĕçĕн хăйне евĕрлĕ тулашне палăртнă.

2. Египетра купăста е купăстаран пĕçернĕ апат фараонсен сĕтелли çинче кăна пулнă. Мĕншĕн тесен вăл техĕмлĕ çимĕç шутланнă. Китайра вара купăстана йÿçĕтме пуçланă. Çав вăхăтра чи вăрăм Китай стенине хăпартнă‚ строительсене йÿçĕтнĕ купăста çитернĕ. Йÿçĕтнĕ çĕре тмин‚ укроп тата сельдерей хушнă. Çак апат çынсене ывăннинчен хăтăлма пулăшать тата вăй парать тесе шутланă.Тĕнчипе паллă авалхи грек математикĕ Пифагор та купăста ÿстернĕ. Вăл асăннă çимĕç нерв системине лăплантарать тесе шантарнă.
3. Авалхи грекпа рим çыннисем 10 тĕрлĕ купăста акса çитĕнтернĕ. XII ĕмĕр тĕлне вара 30 яхăн сорт пулнă‚ паянхи вăхăтра - 100 яхăн.
4. Купăста ÿстермелли мелсене «Домострой» кĕнекинче тулли уçса кăтартнă. Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем май уйăхĕн 18-мĕшĕнче‚ Арина калчаçă кунĕ‚ купăста калчисене уçă çĕре лартнă. Вĕсем çак кун лайăх тухăç парать тесе шутланă.
5. «Театр капустникĕсем» ăнлав ахальтен тухман. Хĕллехи сезон вĕçленнĕ хыççăн актерсем улах ларма пухăннă вăхăтсене çакăн пек ят панă текен шухăш пур. Çав улахсем Типĕ вăхăчĕпе тÿр килнĕ. Çавăнпа сĕтел çине купăстаран пĕçернĕ типĕ кукăль лартнă. Вăл тĕп апат вырăнне пулнă.
6. Пирĕнтен чылайăшĕ, ачалăхĕ Совет Союзĕ вăхăтĕнче иртнисем‚ купăста пуçĕн чи тутлă пайĕ купăста кучанĕ пулнине питĕ лайăх астăваççĕ. Анчах‚ вăл чи сиенли шутланать. Ăсчахсем нитратсен ытларах пайĕ кучанра пухăннине палăртаççĕ. Купăста - нитратсемпе чи пуян çимĕç. Арбуз çырлинче те ун чухлĕ çук.
7. XIX ĕмĕрти Ефим Андреевич Грачев тĕнчипе паллă селекционер-пахчаçă тивĕçлĕ пĕлÿ илеймен. Вăл Санкт-Петербург çывăхĕнчи пĕчĕк хулара‚ хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ вилсен вĕсен пахчи укçа-тенкĕн тĕп çăлкуçĕ пулнă. Ефим Грачев вăрлăхсене селекци тăвассипе нумай ĕçленĕ‚ ăнăçлă опытсем ирттернĕ. Çавăнпа 1877 çулхине пĕчĕк пĕлÿ илнĕ Ефим Андреевич Парижри ял хуçалăх‚ промышленность тата суту-илÿ академийĕн членĕ пулса тăнă. 1873 çулхине пултаруллă пахчаçă Вена çыннисене çимĕçсен выставкипе‚ уйрăмах купăстан чи пысăк пуçне (диаметрĕ 71 сантиметр) курăма тăратнипе тĕлĕнтернĕ.
8. Пирĕн çĕршывра пĕр вăхăтра тĕлĕнмелле ятлă – йÿçĕ щи – ĕçме пулнă. Вăл паянхи «щи» ăнлавпа пĕртте юнашар тăман‚ пĕлтерĕшĕпе те çывăх пулман. Йÿçĕ щи – купăстаран хатĕрленĕ вăйлă газлă ĕçме.
9. Америкăри Нью-Джерси штачĕн саккунĕ тăрăх‚ купăстана вырсарни кунсăр пуçне эрнен ытти кунĕсенче сутма юрать. Мĕн сăлтава пула çак чару йăлана кĕнĕ? Çакна никам та татса калаймасть.
10. Хĕвеланăç Вирджининче купăстана йÿçĕтме юрамасть. Çак процесс лайăх мар шăршă кăларни паллă. Вăл кÿршĕсене чăрмантарать тесе ăнлантарса парать вырăнти халăх.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: