Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сабантуй
21 Июнӗн 2022, 10:12

Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ

Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ. Çанталăкĕ аван тăрсан тыр-пулĕ ăнса пулĕ. Авалхи чăвашсем çак ырлăха ыйтса уяв ирттернĕ. Ламран-лама пыракан ĕçпе юрă уявне республикăра пурăнакансем анлă паллă тăваççĕ.

Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ

Сăмах май, июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ермеккей тăрăхĕнче «Сабантуй – 2022» пысăк уяв иртнĕ. Мероприятире курмалли нумай пулнă. Унта кашни ял хăйĕн пултаруллă çыннисемпе, вĕсен ĕçĕсемпе паллаштаракан кĕтес хатĕрленĕ.
Эрехĕрри ял хутлăхĕ ака-суха праçникне хатĕрленĕ чăваш картишĕ хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнă. «Илем» халăх фольклор ансамблĕ килнĕ хăнасене хаваслă чăваш юррисемпе кĕтсе илнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уяв сĕтелĕсем чăваш наци апачĕсемпе тата ĕçмисемпе авăнса ларнă. Унта шăрттанĕпе хуплăвĕ те, пÿремечĕпе кукăлĕ те пулнă. Унсăр пуçне хăнасем кăпăкланса тăракан чăваш сăрине те тутанса пăхса хак пама пултарнă. Чăвашсен паллă ĕçмине Л.Н. Ванюшина вĕретнĕ.
Уявăн чаплă хăнисем шутĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн пĕр вĕçĕмсĕр (непрерывное) вĕрентÿ институчĕн хатĕрленÿ уйрăмĕнче ăс пухакан Мароккăпа Иордани, Колумбипе Перу, Эквадорпа Афганистан, Чад Республикин студенчĕсем пулнине палăртса хăвармалла. Ют çĕршывсен студенчĕсем чăваш халăхĕн чĕлхипе тата культурипе, наци апачĕпе, юрри-ташшисемпе уйрăмах интересленнĕ.
Купăс сасси янрасан чăваш картишĕнче пухăннисем ташша янă. С.Г. Андриянов ăста купăсçă кĕвĕ хыççăн кĕвĕ илемлĕн шăрантарса çынсен кăмăлне çĕкленĕ. Çавăн пекех район уявне çитнĕ хăнасем С.И. Артемьева тунă тата эрешленĕ матрешкăсене, А.В. Дмитриева ăсталанă чăваш пикисене, Е.В. Козлова касса хатĕрленĕ килти выльăхсен кăшкарĕсене курса киленме, вĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкме пултарнă.
Çав кунхине пурне те хапăл туса йышăнакан чăваш картишĕ юрланă та ташланă. Илемлĕ те асра юлакан уяв ăшă та туслă лару-тăрура иртнĕ, пурте савăк кăмăлпа саланнă.
Самана çĕнелет пулин те ырă йăласене манăçа кăларманни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Ермеккей районĕ.

Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Кĕр! кĕрленĕ чăваш картишĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: