Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сабантуй
8 Июнӗн 2023, 12:11

Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста

Паянхи кун Сабантуй тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисемшĕн çулталăкри чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри шутланать. Асамлă уявăн пĕлтерĕшĕ вара халăхăмăр хушшинче ÿссе пынăн туйăнать. Мĕншĕн тесен Сабантуй çулран-çул чаплăран та чаплă иртет мар-и, юрри-кĕвви мăнаçлăран та мăнаçлă янăрать мар-и? 

Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста

Асăннă уява Кармаскалă районĕнче кăçал июнĕн 3-мĕшĕнче Прибельски ял хутлăхĕн çĕрĕ çинче, Таусенгирово уçланкинче, йĕркеленĕ. Уява Тинĕскÿл ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем хастар хутшăннă. Ытти нацисем хушшинче вĕсем хатĕрленĕ чăваш картишĕ хăтлă курăннă, концерт программине «Пилеш» фольклор халăх ансамблĕ илем кÿнĕ.

Уяв программи пуян та анлă пулнă. Унăн хăнисем валли республика шайĕнче «Янра, çава!» утă çулмалли фольклор праçникĕ иртнĕ. Республика çыннисем пуç кăшăлĕсем çыхассипе, утă çулассипе, Арт-объектсем тăвассипе, уй-хир апачĕ хатĕрлессипе, сиплĕ курăксем пухассипе ăмăртнă. Тинĕскÿл ял Канашĕ асăннă конкурссенче лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Тăван ял чысне Тамара Дмитриева «Уй-хир апачĕ хатĕрлесси» конкурсра тивĕçлĕ хÿтĕленĕ, III степень лауреачĕ пулса тăнă. Алена Максимова утă çулакансен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Пуç кăшăлĕсем çыхассинче Людмила Павлова «Чи пултаруллă ĕç» номинацире диплом илме тивĕçнĕ. Утă çулас ăсталăха Денис Семенов та кăтартса панă. Арт-объект тăвас ĕçре Валентина Иванован ĕçне дипломпа палăртнă. Йĕркелÿçĕсем çĕнтерÿçĕсемпе хутшăнакансене хаклă парнесем те парса хавхалантарнă.

Кармаскалă районĕ.

Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Тинĕскÿлсем апат пĕçерме те, çавапа çулма та … ăста
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: