Кĕнеке-тетрадь тата ытти канцеляри хатĕрне йăтса çÿремешкĕн çурăм хыçне çакмалли ранец суйламалла. Ăна йăтнă чухне йăвăрăш хулпуççисене пĕрешкел лектĕр. Çапла алă пушанать. Шкул сумки санитарипе эпидемологи служби йышăннă йĕркепе килĕшÿллĕн çĕлени пултăр.
Ранец авăнмалла мар. Кĕçĕннисен сумки çурăм хыççĕнче ан çапкалантăр, вăл çирĕп çакăнса тăтăр. Хулпуççи пиçиххийĕ çемçе материалтан кирлĕ. Вăл хытă пулсан тата авăнсан ачан ÿтне ыраттарĕ. Портфель çинче çутта хирĕç çутатакан япаласем пулччăр. Ку çул çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă – капла ача утнине водитель тÿрех курĕ. Тавар маркировкине тĕрĕслĕр. Этикетка çинчи текст çăмăллăн вулантăр. Унта сумкăна туса кăларнă çĕршыва, завод-фабрикăран хăçан тухнине, таварпа хăçанччен усă курма юранине палăртаççĕ. Унсăр пуçне сумка хăш ÿсĕмри ача валли пулнине те çыраççĕ.
- Тĕрĕс ранец виçипе хулпуççинчен ытла пулмалла мар.
- Çемçе çакă пысăкланма, пĕчĕкленме пултартăр (сарлакăшĕ 6 сантиметртан кая мар).
- Çурăм евĕр авăнакан енĕ çемçе пулмалла.
- Пушă ранец виçи – 500-700 грамм.
- Тулли ранец ача виçин 15 процентĕнчен йывăр пулмалла мар. Сăмахран, ачан кĕлетке виçи 30 кг пулсан тулли ранец виçи 2,5 кг танлашмалла, 31-39 кг – 5 кг, 40кг – 6 кг, 50 кг – 7,5 кг.
- Рюкзак тĕпĕнче ура пулсан, вăл урайне лартсан та вараланмĕ.
- «Хими» шăрши ан пултăр. Рюкзака çĕленĕ пусма алла ан варалатăр.