Урал сасси
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çухату
25 Июлӗн 2023, 12:35

Кĕтмен çĕртен пысăк çухату

Июль уйăхĕн 21-мĕшĕ республикăри пур чăвашшăн та питĕ хурлăхлă кун пулчĕ. Шел пулин те, çак кун Пушкăртстанăн тĕлĕнмелле пултаруллă ывăлне, Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул директорне Иван Григорьевич Тарасова юлашки çула ăсатма тÿр килчĕ. Вăл 64 çулта çеçчĕ.

Кĕтмен çĕртен пысăк çухату
Кĕтмен çĕртен пысăк çухату

Сывпуллашу церемонийĕ Ĕпхÿ хулинчи «Вознесение» сывпуллашу залĕнче иртрĕ.
П.М. Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулне республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ. Кунта Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субъектĕнчен делегатсем сахал мар килеççĕ, шкул пур чăваша та пĕр тĕвве пухакан хăйне евĕрлĕ центр пекех.
Çавăнпа та Иван Григорьевича юлашки çула ăсатма министерствăсен представителĕсем, чăваш пĕрлĕхĕсен хастарĕсем, юлташĕсемпе ĕçтешĕсем, шкул воспитанникĕсем, тăванĕсем питĕ йышлăн пуçтарăннă.
Хурлăхлă сывпуллашăва ПР регионти чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева ертсе пычĕ. Ирина Витальевна Чăваш Наци конгресĕнчен, тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсенчен килнĕ хурлăхлă телеграммăсене вуласа пачĕ. «Иван Григорьевич Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕренпех унăн ĕç-хĕлне хастар хутшăнатчĕ, съездсенче, Мăн Канаш ларăвĕсенче тухса калаçатчĕ, кирлĕ сĕнÿсем паратчĕ. Чăваш халăхĕшĕн, конгресшăн питĕ пысăк çухату», – тенĕ вĕсенче.
ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин наци вĕрентĕвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Розалия Сафиуллина, Ĕпхÿ хулинчи вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Азат Батыршин, ПР чăвашсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ Людмила Мурманская, Пишпÿлекри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов, ПР чăвашсен Канашĕн Ветерансемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Борис Гордеев, Чăваш вырсарни шкулĕн методисчĕ, «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн ертÿçи Галина Кириллова, чăваш вырсарни шкулĕнчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ Алиса Федорова тата ыт. те хисеплĕ И.Г. Тарасов хăй пурнăçне чăваш халăх шăпипе çыхăнтарнине, кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнине палăртрĕç.
Юлашки çула ăсатма килнисем Иван Григорьевича пуç тайнă хыççăн сывпуллашу кортежĕ Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл ялне çул тытрĕ. Сехет ытла кайнă хыççăн машина чăваш арĕ çуралса ÿснĕ çурт умне килсе чарăнчĕ. Иван Григорьевичăн ачалăхĕпе çамрăклăх çулĕсем иртнĕ çурт умĕнчи лапам йышлă халăхпа тулнă.
Хăмапа тытса çавăрнă сарă тĕслĕ тирпейлĕ хăтлă йывăç çурт. Виçĕ чÿречи урамалла пăхаççĕ. Çакăнта ÿссе çитĕннĕ те Иванпа пĕртăванĕсем. Çемьере вĕсем çиччĕн пулнă. Паянхи кун çак çуртра Иван Григорьевичăн 89 çулхи ашшĕпе аппăшĕ пурăнаççĕ. Çурт çумĕнче улмуççи йывăççи ÿсет. Ун çийĕнче тураттисем йăтăнса анас пек улмасем. Сывпуллашма килнисем уçса хунă хапхан икĕ енĕпе тăрса тухнă, юхса анакан куççулĕсене сăтăра-сăтăра илеççĕ. Çанталăкĕ те Тинĕскÿлĕн пултаруллă ывăлĕ çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнишĕн кулянать пулмалла. Пĕрре çумăрĕ çуса ярать,тепре, унăн ырă кăмăлне палăртса, хĕвел пăхать.
Виçĕ хĕрарăм калаçса тăраççĕ.
– Пирĕн ялта Тарасов пек пултаруллă çын урăх çук та пулĕ, чăвашлăхшăн питĕ тăрăшатчĕ, – теççĕ вĕсем. Çывăхрах пырса паллашрăм. Иван Григорьевичпа пĕрле вĕреннĕскерсем.
– Переменăсенче эпир пурте шавласа чупаттăмăр, алхасаттăмăр, Иван парта хушшинче кĕнеке вуласа ларатчĕ, лăпкă та ырă кăмăллă ачаччĕ, – тет тепри.
Чĕрене пырса тивмелле тепĕр ÿкерчĕке те, Иван Григорьевичăн ватă ашшĕне, 89 çулхи Григорий Васильевича ывăлĕпе сывпуллашма илсе тухнине, асăнмасăр хăварма çук. Ашшĕ-амăшĕ хăй ачине çухатнинчен пысăкрах хуйхă мĕн пултăр.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, тупăка ял масарĕ çине алăпа йăтса кайрĕç. Çăва çине кĕнĕ май чуна çÿçентерсе хурлăхлă марш янăраса кайрĕ.
Хурлăхлă митингра Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ, ПР чăвашсен Канашĕн Президиумĕн пайташĕ Юрий Леонтьев, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн председателĕ Николай Иванов (Микул Ишимбай), Пелепей хулинчи чăваш наципе культура автономин пайташĕ Владимир Яковлев, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Ефремов, Иван Григорьевичăн ывăлĕ Владимир Иванович, Тинĕскÿлĕнчи культра çурчĕн ертÿçи Валентина Иванова, Иван Григорьевичăн вĕрентекенĕ, вырăс чĕлхипе литература учителĕ 93 çулхи Ольга Алексеевна тата ыт. те сăмах илчĕç.
Вĕсем пурте Иван Григорьевич чăваш халăхне, унăн чапне-сумне çĕклессишĕн питĕ нумай ĕç тунине, вăл питĕ ырă кăмăллă та сăпайлă, хăй ĕçне чунтан парăнса пурнăçланине палăртнипе пĕрлех: «Пурăнмаллаччĕ-ха, пурăнмаллаччĕ çак канăçсăр чĕреллĕ çыннăн, малашне ирхи тăваттăра кам патне шăнкăравласа чăвашлăхпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явăпăр», – терĕç.
Ырă кăмăллă, сăпайлă чăваш нумайăшӗшӗн ырă тӗслӗх пулнă, ăна пур çӗрте те хисепленĕ.
Иван Григорьевичăн ывăлĕ Владимир Иванович ашшĕ тĕслĕхлĕ çемье пуçĕ, атте пулнине, çемйине чунтан юратнине каларĕ. Çак юрату ĕмĕрсем хушши упранса юласса палăртрĕ.
– Маншăн вăл пичче пекехчĕ, кирек мĕнле ыйтупа та пулăшма хатĕрччĕ, ялан вырăнлă сĕнÿсемпе канашсем паратчĕ, пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, ĕмĕр тавăрайми çухату ку, – терĕ Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ чунтан хурланса.
Çавăн пекех Иван Григорьевича юлашки çула ăсатма «Травы Башкирии» ООО директорĕ Александр Иванов, Михаил Гордеев курăкçă, Геннадий Челпир çыравçă, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн ертÿçи Ильсур Мансуров, Лира Афанасьева истори наукисен кандидачĕ тата ыт.те килсе çитнĕ.
Хăй вăхăтĕнче Иван Григорьевич кашнин пиркиех сюжетсем ÿкернĕ, статьясем çырнă, кирлĕ пулсан пулăшнă.
Иван Григорьевичăн чăвашлăхшăн туса хăварнă пархатарлă ĕçĕсем ĕмĕрех пырĕç, вĕсене ĕçтешĕсем, пĕр шухăшлисем малалла тăсĕç. Вăл хăй пурнăçне тивĕçлипе пурăнса ирттернĕ тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр. И.Г. Тарасовăн çутă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асра пулĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: