Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çухату
19 Сентябрӗн 2023, 10:45

«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»

Кирек мĕнле вăрçă та вилĕмсĕр пулмассине кашни çынах ăнланать. Усалпа ырă кĕрешнĕ чухне ун çинчен шухăшласа та тăмастăн пулмалла, çак самантра тĕп тĕллев тăшмана çĕнтересси. Çапах та пурнăç пÿрнине ас тивсе пăхмах тивет. Паянхи кун Украинăра пыракан çар операцийĕ пирки те çавнах каламалла. Ялсемпе хуласене кунсерен çар çыннисен тупăкĕсене илсе килнине илтсен е курсан чĕре сÿ! тăвать.

«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»
«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»

Акă, иртнĕ эрнере Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕн кулленхи пурнăçне хурлăхлă церемони салхуллатрĕ. Сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче ял-йыш, тĕрĕсрех каласан республика, ятарлă çар операцин паттăрĕпе Денис Алексеев 26 çулхи кĕçĕн сержантпа сывпуллашса ăна юлашки çула ăсатрĕ.
РСЗО БМ-1 Град автомашинăн наводчикĕ Денис Алексеев 2022 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăрçă хирне ура ярса пуснă. Маларах 2016 çултанпа контракт мелĕпе Абхазинче хĕсметре тăнă. Артиллери çарĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ пулсан та темшĕн иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче механик-водитель пулса танк çине куçма кăмăл тунă. Тен, чăваш каччине маларах Пелепей хулинчи 89№ профтехучилищĕре тракторист-машинист профессине алла илни те çак утăма тума хистенĕ-тĕр.
– Танк батальонне йĕркелеме тытăнсан Денис унта куçма хирĕç пулмарĕ. Сакăр кун хушшинче механик-водитель ăсталăхне алла илсе çар тĕллевĕсене пурнăçлама тытăнчĕ. Вăл яланах яваплăха туятчĕ, çар хирĕç тăрăвĕн лининче йывăр вырăнсенче пулма тăрăшатчĕ. Уçă кăмăллă та харсăр боецчĕ, – каласа парать хăйĕн юлташĕ çинчен Иван Дзетовецкий сержант. Астрахань каччи ятарласа чăваш салтакне юлашки çула ăсатма килнĕ.
Пирĕн паттăр Пелепей хулинче çуралнă, Эрехĕрринчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ, каярах профтехучилищĕре вĕреннĕ. Класс ертÿçи Наталья Ильина каласа панă тăрăх, Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçи хастар та тавçăруллă, çынсемпе хутшăнма хавас ача пулнă. Тус-юлташсемпе пуянскер кирек мĕнле çамрăк пекех унăн та малашлăх планĕсем пулнă.
– Шкул пĕтерсен те вĕрентекенсене манмастчĕ. Вĕсем патне шăнкăравлатчĕ, уявсемпе саламлатчĕ, сывлăх çинчен ыйтса пĕлетчĕ, – аса илет Денисăн ĕнерхи вĕрентекенĕ.
Хурлăхлă митингра (вăл ял варринчи Çĕнтерÿ паркĕнче иртрĕ) Пушкăртстан Пуçлăхĕн представителĕ, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Марат Шафиков, Ермеккей район администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов, Пелепей тата Ермеккей районĕсен çар комиссарĕ Рустам Сахабов, Иван Дзетовецкий сержант, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ветерансемпе тата çамрăксен политикипе ĕçлекен комисси ертÿçи Борис Гордеев полицин отставкăри полковникĕ, Эрехĕрри ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Ольга Зарянова, паттăрăн тăванĕсен ятĕнчен Мария Биткина сăмах каларĕç, паттăр салтакăн çывăх çыннисемпе пĕрле хурланнине пĕлтерчĕç.
Митинг вăхăтĕнчех район администраци пуçлăхĕ Денис Алексеев кĕçĕн сержантăн мăшăрĕпе ывăлне Хăюлăх орденне пачĕ. Унпа паттăра вилнĕ хыççăн РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн чысланă.
Хĕрес çинче çырнă йĕркесене пăхас пулсан Эрехĕрри салтакĕ паттăрсен вилĕмĕпе 2022 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Шăпах пĕр кун маларах вăл тăванĕсемпе телефон урлă чунне уçса калаçнă. Çав шутра асламăшĕпе те. Ун чухне асламăшне хăй сывă таврăнаймассине систернĕ иккен. Те чĕри сиснĕ, те çапăçу хирĕнчи лару-тăру çапла калама хистенĕ? Çакна пĕр Турă çеç пĕлет...
Денис Алексеев кĕçĕн сержантăн ÿтне тăван кĕтесе, Эрехĕррине, илсе çитересси те çăмăлах пулман. Ăна 10 уйăх ытла шыранă. Çак ĕçре ытларах тăванĕсем çине тăни, пуçаруллă пулни пулăшнă. Паллах, патшалăх структурисем те май çитнĕ таран пулăшу панă. Халĕ тинех паттăр тăван ял масарĕ çинче канлĕх тупрĕ. Лăпкă çывăр, Денис.
Сыввисен вара пурăнмалла, Тăван çĕршыва хÿтĕлемелле. Çакна чăваш салтакĕн çарти тусĕ Иван Дзетовецкий сержант та çирĕплетрĕ.
– Хальхи вăхăтра контракт вĕçленчĕ, анчах та манăн унта, çапăçу хирĕнче, пулмалла. Çывăх вăхăтра çĕнĕ контракта алă пусăп. Мана юлташсем кĕтеççĕ, – терĕ вăл кĕске калаçăва вĕçленĕ май.
Юрий СНЕГОПАД.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»
«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»
«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»
«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»
«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»
«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»
«Манăн çапăçу хирĕнче пулмалла»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: