Сергей 1969 çулхи июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çĕнĕ Сименкке ялĕнче çуралнă. 1976 çулхине ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула 1-мĕш класа кайнă. 1984 çулта Кивĕ Сименкке ялĕнчи пĕлÿ çуртĕнчен вĕренсе тухнă. Ачалăхĕ çăмăл пулман, анчах та çамрăк каччă çутă ĕмĕтсемпе пурăннă, малашлăх çинчен шухăшланă. Сергей Васильев Кивĕ Сименкке ялĕнче тымар янă, «Авангард» колхозра вăй хунă, уйрăм хуçалăх тытнă. Пĕр вăхăт хушши Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçленĕ. 1987-1988 çулсенче Совет Çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă.
2024 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сергей Маркелович Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар чаçĕсене хăй ирĕкĕпе контрактпа служба иртме кайнă. Чăваш арĕ медицина сестрисене аманнă салтаксене вăрçă хирĕнчен илсе тухма пулăшнă. Çакăн пек самантсенчен пĕринче, май уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Сергей Васильев паттăрлăхпа хастарлăх кăтартса, çар присягине парăнса Донецк Халăх Республикин территоринче вилнĕ. Раççей Федераци Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн С.М. Васильева вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕ пама йышăннă.
Эпир Сергей Маркеловичăн çывăх çыннисене нихăçан тавăрайми çухатăва чăтса ирттерме кăмăл çирĕплĕхĕпе чăтăмлăх сунатпăр.Çĕршывăн чăн-чăн патриочĕн, Раççейĕн пысăк сас паллинчен çырăнакан гражданинĕн çутă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ,
Кивĕ Сименкке ялĕ.