Пур хыпар та
Çухату
11 Апрелӗн 2025, 15:00

Шел, çар паттăрне пирĕштийĕ те упрайман

«Сывă пулăр! Çур çултан тĕл пулăпăр! Тен, маларах та», – алă сулнă Александр Петрович мăшăрĕпе тата ачисемпе сывпуллашнă май.

Шел, çар паттăрне пирĕштийĕ те упрайман
Шел, çар паттăрне пирĕштийĕ те упрайман

Çак кунсенче вара Матвеевсен килне хурлăхлă хыпар килсе çитнĕ: Александр Петрович 2025 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Александр Матвеев 1964 çулхи апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче Кармаскалă районне кĕрекен Суук-Чишма ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. 1979 çулта Суук-Чишмари сакăр класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ляхово салинчи 23№ ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училище вĕренме кĕнĕ, виçĕ çул хушшинче тракторист-водитель специальноçне алла илнӗ. 1982 çулхи октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче чăваш каччи çар ретне тăнă. 1983 çулхи июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 1984 çулхи декабрь уйăхĕн 4-мĕшĕччен Афганистан Республикинче хĕсметре пулса çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă. 1985 çулта демобилизациленĕ хыççăн килне таврăннă.
СССР Аслă Канашĕн йышăнăвĕпе А.П. Матвеева интернационаллă тивĕçне пурнăçланă чух паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн «Интернационалист салтака Афган халăхĕнчен» медальпе тата Хисеп хучĕпе наградăланă. Служба хыççăн Александр Петрович тăван ялне таврăннă. Колхозра бензовозпа ĕçленĕ. Вăл тирпейлĕ пулнипе, пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçланипе уйрăлса тăнă.
Пĕррехинче Александр юлташĕн туйне кайнă. Унта вăл Лида ятлă хĕрпе паллашнă та ăна пĕрре курсах юратса пăрахнă. Часах çамрăксем туй кĕрлеттернĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе малтан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, каярахпа уйрăм пурăнма пуçланă. Хăй вăхăчĕпе Матвеевсем пысăк çурт хăпартнă, сад лартнă. Çултан çул çемье ÿссе пынă. Кил-йышра юратупа тăнăçлăх хуçалансан çапла пулмалла та. Икĕ ывăл та виçĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Туслă пурăннă. Александр Петрович вăхăта сая яма юратман. Ялан мĕн те пулсан ĕçленĕ. Ачисене нумай вăхăт уйăрнă: пĕрле кăмпана çÿренĕ, йĕлтĕрпе ярăннă. Вăл ытлашши сăмах ваклама юратман, хăш чухне çирĕпрех те пулнă, анчах та унăн юратăвĕпе пулăшăвне пурте туйса тăнă. Шанчăклă çын, юлташ пулнă.
Александр Матвеев – ĕç ветеранĕ. Хĕрĕх ытла çул «Ĕпхÿ» аэропортĕнчи транспорт службинче автомобиль водителĕ пулса ĕçленĕ. Коллективпа ертÿçĕсем Александр Петровичăн уйрăм тата професси пахалăхĕсене пысăка хурса хаклаççĕ. Ятарлă транспорт службинче тăрăшнă çулсенче чăваш арӗ тирпейлĕ, яваплă, хушнине кирлĕ пек пурнăçлакан çын пулнипе уйрăлса тăнă. Коллективпа туслă пурăннă, ĕçтешĕсене хисеплесе калаçнă, йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕр пулнă. Нумай çул хушши хăй ĕçне чунтан парăнса пурнăçланăшăн Александр Петровича пĕр хутчен çеç мар Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе наградăланă.
Украинăри çар операцийĕ пуçлансанах Александр Петрович унта хăй мĕнпе усăллă пуласси пирки шухăшлама тытăннă. Çулĕсем самаях пулнипе мобилизацие лекмен, çавăнпа СВОна хăй ирĕкĕпе кайма шутланă.
Александр Петрович каланă тăрăх, пĕр салтака кирлĕ хатĕрсемпе тылри çичĕ çын тивĕçтерет. Мĕншĕн тесен паянхи çар вăл – самаях кăткăс структура, унта кашни япалан хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Çав шутра водительсем те. Вĕсем малти ретрисене хĕç-пăшалпа, апат-çимĕçпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тата ытти кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ.
Афган вăрçине тÿссе ирттернĕ салтак, хăй ÿсĕмне пăхмасăр, РФ Оборона министерствипе контракт алă пусса ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна кайнă. Ăста водитель, ылтăн алăллă механик ăçта усăллă пулма пултарать, шăпах çавăнта лекнĕ. Ку – питĕ йывăр ĕç, опытсăр пуçне кунта çирĕп сывлăх та кирлĕ. Çар хатĕрĕсем турттаракан ротăна лекнĕ хыççăн питĕ кирлĕ çăксене тĕрлĕ вырăнсене илсе çитернӗ. Пĕр кун хушшинче темиçе çĕр çухрăма та çитнĕ. Хăш чухне 800-шер çухрăма кайни те пулнă. Нумай чухне снарядсем шăхăрса тăнă. Вăл малти рете çар хатĕрĕсем çеç мар, гуманитари пулăшăвĕ çитерессишĕн те яваплă пулнă. Лăпкăрах вырăнтан чи хăрушă çĕре çитернĕ. Рейд вăхăтĕнче унăн КАМАЗĕ пĕрре çеç мар пилотсăр вĕçекен хатĕрсен атакине те лекнĕ, анчах яланах ырă-сывă юлнă.
Мĕнле пулса тухнă-ха ку хутĕнче? Мĕншĕн Александр Петровича пирĕштийĕ упрайман? А.П. Матвеев – ырă çын, хăюллă салтак, тимлĕ мăшăр, атте, шанчăклă тус-юлташчĕ. Вăл хăй пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тăнă, пин-пин салтакран чи пултаруллисенчен пĕри пулса тăнă. Паттăрсем вилмеççĕ. Александр Петровичăн ырă та çутă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕ.
Людмила ВАСИЛЬЕВА.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас