Чăваш Ен пуçлăхĕ Олег Николаев сывпуллашу церемонийĕнче тухса сăмах каланă май, Виталий Петрович хăй хыççăн пуян еткерлĕх хăварнине, çакă пулас ăрусемшĕн паха пуянлăх тата вăйлă хавхалану çăлкуçĕ пулса тăрассине палăртнă. Олег Алексеевич ÿнерçĕ хăй пурăннă чухнех культурăна аталантарас ĕçе вышкайсăр тÿпе хывнине, чылай çамрăкшăн пултарулăх çулĕнчи çул кăтартакан çăлтăр шутланнине те асăнса хăварнă.
- Наставник пулнă май, вăл пултарулăх çулĕ çине тин тăнă ÿнерçĕсене хăйсен хăватне уçса пама, аталанма, ÿнерпе культура деятелĕсен хисепне тивĕçме пулăшнă, - тесе сăмах каланă Олег Николаев.
Раççей Федерацийĕн культура министрĕ Ольга Любимова çывăх çыннисене нихăçан тавăрайми çухатăва чăтса ирттерме кăмăл çирĕплĕхĕпе чăтăмлăх сунса телеграмма янă, унтах Виталий Петровичăн тĕрлĕ жанрлă ĕçĕсенче сăнланнă хăйне евĕрлĕ пултарулăхне нимĕнпе те пăтраштарма çуккине те çирĕплетнĕ.
«Унăн пултарулăхĕ тĕлĕнмелле витĕмлĕ пулнăран яланах çынсенче пысăк интерес çуратнă. Пĕтĕм тĕнчери куравсем, тав тăвакан вĕренекенĕсем тата халăх юратăвĕ – Виталий Петрович чăннипех те паллă ÿнерçĕ пулнине çирĕплетеççĕ!» - тесе çырнă Ольга Любимова.
ЧР культура, национальноҫсен тата архив ĕҫĕсен министрӗ Светлана Каликова Виталий Петрова «сăрăра, мозаикăра тата эмальре палăрнă халăхăмăрăн чунĕ» тесе хак панă. Праски Виттин ячĕ хăйне евĕрлĕ ÿнерĕн тата тăван çĕрпе йĕркеленнĕ тарăн çыхăнăвăн синонимĕ пулса тăнă. Унăн хăйне евĕрлĕ стилĕ авалхи чăваш шухăшĕсемпе паянхи курăмлăх пĕр-пĕринпе тачă çыхăннинче палăрать. Шăпах çак стиль çитĕнекен ăрусем валли ĕмĕрлĕхех эталонлă хавхалану çăлкуçĕ пулса тăрĕ.
- Паллӑ ÿнерҫӗ пурнӑҫран уйрăлса кайни – Чăваш Республикишĕн тата çĕршыври ÿнер пĕрлĕхĕшĕн пысӑк ҫухату. Виталий Петровичăн тăванĕсемпе çывăх çыннисене чăтăмлăх сунатпăр. Ÿнерçĕн çутă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех пирĕн тата унăн пултарулăхне кăмăллакансен чĕрисенче тăрса юлĕ, - тенĕ Светлана Каликова.
Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Геннадий Козлов Праски Витти 90 çул тултарнă тĕле унăн ĕçĕсенчен пысăк курав, сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, йĕркелеме палăртнине пĕлтернĕ. Çак курав паллă ÿнерçе асра тытса иртĕ.
Виталий Петрова – Праски Виттине Шупашкар хулинчи Чăваш Республикин паллă деятелĕсен Мухтав Аллейинче пытарнă.