

Георгий Сидоров Авăркас тăрăхĕнчи Таштамак ялĕнче 1961 çулхи январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. 1976 çулта вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕри химипе технологи техникумне вĕренме кĕнĕ. 1980 çулта техникума палăртуллă дипломпа пĕтерсе «Хими тата нефтьпе газа тирпейлекен заводсен оборудованийĕсем» специальноçа алла илнĕ, Ĕпхÿри нефть университетне вĕренме кĕнĕ. 1985 çулта института палăртуллă дипломпа пĕтерсе «Хими производствин машинисем тата аппарачĕсем» специальноçа алла илнĕ. Распределенипе ăна Ĕпхÿри резинăпа техника изделийĕсен заводне ĕçлеме янă. Вăл смена мастерĕнчен пуçласа участок пуçлăхĕ таран çĕкленнĕ.
1988 çулта А.А. Кондратьев профессор чĕннипе Ĕпхÿ патшалăх нефтьпе техника университетне «Хими технологийĕнчи процессемпе аппаратсем» кафедрăна таврăннă. 1988-2005 çулсенче инженер, наука сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Аспирантура (1992 ç.), докторантура (1998 ç.) пĕтернĕ. 1993 çулта кандидат, 1999 çулта доктор диссертацийĕсене хÿтĕленĕ.
2005-2007 çулсенче Çтерлĕ хулинчи «Каустик» заводра тĕп инженерăн çумĕ пулса ĕçленĕ. Предприятийĕн наукăпа тĕпчев ĕçне ертсе пынă. 2008-2009 çулсенче Ĕпхÿри транформатор завочĕн проекчĕн ертÿçи, 2008-2012 çулсенче «Каскад» наукăпа инжиниринг центрĕн директорĕн çумĕ пулнă.
2012 çултан пуçласа юлашки кунччен Георгий Маркелович «Нефтьпе газ технологийĕ» кафедра профессорĕ пулса тăрăшнă. Унăн наукăна хывнă тата инженери кадрĕсене хатĕрлес ĕçри тÿпи пысăк. Г.М. Сидоров академик – Салават Юлаев Орденĕн кавалерĕ, РФ тата ПР, ТР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, Пушкăртстанăн тава тивĕçлĕ изобретателĕ. Вăл çĕршыври чи пысăк заводсенче ĕçе кĕртнĕ 260 ытла ăслăлăх ĕçĕн тата 44 изобретени авторĕ пулнă.
Георгий Маркелович пирĕншĕн тарăн ăс-тăнлă юлташ, канаш паракан шанчăклă çынччĕ. Унăн ырă та пархатарлă ĕçĕсене асăнса пĕтерме те май çук. Шел, эсир пиртен уйрăлса кайни питĕ пысăк çухату. Сирĕн ĕçĕрсем, çутă сăнарăр пирĕн асра ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç. Лăпкă çывăр, хаклă юлташăмăр. Чунăр çÿлти патшалăхра пултăр.
Юлташĕсен ушкăнĕ.
Редакцирен. Ĕнер, октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче, çывăх çыннисемпе тус-юлташĕсем, ĕçтешĕсем Георгий Маркеловича юлашки çула ăсатрĕç. Вăл тăван ялĕн масарĕ çинче ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ.