Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕçлĕ визит
27 Нарӑсӑн 2019, 14:54

Пушкăртстан чăвашĕсен делегацийĕ Шупашкарта пулнă

Февраль уйăхĕн 13-15-мĕшĕсенче республикăри икĕ чăваш обществăлла организацийĕн делегацийĕ – ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ тата Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ – Чăваш Енре пулнă.

Шупашкара делегаци Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Федор Кузьмин (делегаци ертÿçи) тата Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Людмила Мурманская йĕркеленипе çитнĕ. Унăн йышне предпринимательсем‚ вĕрентÿ тата культура сферинче ĕçлекенсем‚ ПР чăвашсен Канашĕн районти уйрăмĕсен ертÿçисем кĕнĕ. Тĕлпулу программине Пушкăртстан Республикипе Чăваш Республики хушшинче тунă Килĕшÿ тăрăх малашлăхра пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене кĕртнĕ. Палăртнă ыйтусене пăхса тухас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕнче‚ ЧР Правительство çуртĕнче‚ Суту-илÿпе промышленность палатинче‚ Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствинче‚ Культурăпа наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче‚ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тĕлпулусем иртнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулусенчи чи çивĕч те кăткăс ыйтусенчен пĕрне – вĕрентÿ‚ чăваш шкулĕсене кĕнекесемпе тата вĕрентÿ пособийĕсемпе тивĕçтерессине – тимлĕн пăхса тухнă. Чăваш Енĕн Вĕрентÿ министерствин шкулсемпе ĕçлекен уйрăмĕн ертÿçи Антон Ширшов пĕлтернĕ тăрăх‚ Чăваш кĕнеке издательствинче яланах кирек хăш кĕнеке те‚ вĕрентÿ пособийĕ те пур. Вăл вĕрентекенсене çакна асăрхаттарнă: кĕçĕн классенче чăваш чĕлхипе вĕрентмелли пур вĕрентÿпе методика комплексне федераци шайĕнче çирĕплетнĕ. Саккăрмĕш класа çитиччен кĕнекесене çĕнетсе лайăхлатнă‚ 9-мĕш класс кĕнекисене хатĕрлес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Кĕнекесемпе вĕрентÿ пособийĕсене туянассипе çыхăннă ыйтусене шкулсенче хăйсенче тата муниципаллă пĕрлĕхсен (районсемпе хуласен) администрацийĕсенче пăхса тухмалла. Юлашкисем кăларăмсене туянма укçа-тенкĕ уйăрса памалла. Вĕрентÿ процесĕнче кирлĕ кĕнекесем пулманнишĕн шкул администрацийĕсем‚ вĕрентÿ уйрăмĕсем тата район администрацийĕсем яваплă.
Çавăн пекех тĕлпулу вăхăтĕнче бизнеспа туризм тата культура ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Çак ыйтусене сÿтсе явма виççĕмĕш кунхине Пушкăртстан делегацийĕ ятарласа ЧР Культура министерствине çитнĕ. Хăнасене министрăн пĕрремĕш çумĕ Елена Чернова, этноконфесси уйрăмĕпе ĕçлекен, професси шайĕнчи искусствăн тата халăх пултарулăх пайĕсен ертÿçисем Кирилл Павловпа Инна Ильина тата ытти специалистсем кĕтсе илнĕ. „Культура аталанăвĕн нумай кăткăс ыйтăвĕсене сÿтсе явнă май, чи çивĕч проблема вăл - Шупашкартан килекен чăваш артисчĕсен регионсенчи гастролĕсене çĕнĕлле йĕркелесси (оптимизация)”, - тесе пĕлтернĕ хăйĕн докладĕнче „Самана” продюсер центрĕн ертÿçи Ф.Кузьмин.
Хальхи вăхăтра Пушкăртстана шутсăр нумай артистсем килсе çÿреççĕ. Чăнах та, вĕсен концерчĕсене вара кам кăна йĕркелемест-ши? Хăйсем тĕллĕн килсе çитнисем те чылай. Делегаци ертÿçи пĕр-пĕр хулара е ялта уйăхра 3-4 концерт пулса иртекен чăваш концерчĕсен пахалăхĕ те çÿлти шайра пулманнине пĕлтернĕ. Професси шайĕнче ĕçлекен пултарулăх ушкăнĕсем сайра килни те куç кĕретех. Министрăн пĕрремĕш çумĕ çак проблемăсене малашне те уйрăм тĕлпулусенче сÿтсе явма шантарнă.
Чăваш наци конгресĕнчи «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн членĕсемпе те тухăçлă тĕлпулу иртнĕ. Комитет членĕсем (унта Чăваш Енри паллă хĕрарăмсем кĕреççĕ) Пушкăртстан Республикинче чăвашсен Канашĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Сарпике» республикăри чăваш хĕрарăмĕсен тата «Салампи» Ĕпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен Канашĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ кăсăкланнă‚ малашне пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме шут тытнă.
Пирĕн делегацишĕн Туслăх çуртĕнче Пушкăртстан çĕрĕнчен тухнă ентешсемпе тĕл пулни те чылайччен асра юлнă.
Хуçасем хăнасене анлă культура программи сĕннĕ: Шуршăл ялĕнче вырнаçнă Космонавтика музейне кайса курнă‚ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Сарпике» балет пăхса киленнĕ. Сăмах май, делегаци ертÿçисем çак питĕ пысăк туйăмлă, чун-чĕрене тыткăна илекен балета октябрь уйăхĕнче Пушкăртстанри чăвашсем патне те илсе çитересси пирки калаçса татăлнă.
Ĕçлĕ визит вĕçĕнче Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров делегаци ертÿçисене Федор Кузьминпа Людмила Мурманскаяна чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене анлă сарас тата культурăпа искусствăна сыхласа хăварас, аталантарас ĕçре вăй хунăшăн, Чăваш наци конгресĕпе тачă çыхăну тытнăшăн Тав хучĕсем парса чысланă.
Делегаци членĕсем вара Пушкăртстан Республикинчи Туслăх çурчĕн директорне А.А.Ибрагимова Шупашкар хулине кайса килме пулăшу панăшăн тав тăваççĕ.
Николай ИГНАТЬЕВ.
Ĕпхÿ - Шупашкар.
Читайте нас: