

– Иртнĕ çул эпир ялăн 285 çулхи юбилейне тата вырăнти Çвяттуй Василий ячĕллĕ чиркĕве лартнăранпа 25 çул çитнине паллă турăмăр. Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Сумлă хăнасем те (ытти регионсенчен килнисем те пурччĕ) йышлă пулчĕç. Кăçал вара шкул 125 çул тултарнă уява çавăн пекех чыслă-сумлă йĕркелесшĕн. Паянхи кун шкулти педагогсен коллективĕ те, вĕренекенсем те çак енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ, – тĕлпулу вăхăтĕнче хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕсене уçса пачĕ Юрий Леонтьев шкул музейĕн ертÿçи.
Тĕлпулу вара Авăркас çĕрĕ çинче мар, Пелепей хулинче пулса иртрĕ. Чăваш Хурамал хăнисем иртнĕ эрнере чăвашсем никĕсленĕ хулари 1№ шкула килсе çитнĕ. Тĕп сăлтавĕ ялти пĕлÿ çурчĕн çавра çулĕпе çыхăннă. Иртнĕ çул Пелепейĕнчи пĕрремĕш шкул хăйĕн 130 çулхи юбилейне паллă тунă, апла пулсан уяв мешехине, ăна мĕнле йĕркелемеллине вĕсем лайăх пĕлеççĕ, ăнланаççĕ. Шăпах вĕсен опычĕпе паллашас тĕллевпе Пелепей хулине Чăваш Хурамал шкулĕн директорĕ Ольга Никитина, унăн çумĕсем Ирина Захаровапа Валентина Михайлова тата Юрий Леонтьев чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин академикĕ килсе çитнĕ. Вĕсене кунта Совет Союзĕн Геройĕ В.П. Ферапонтов ячĕллĕ 1№ шкулăн директорĕ Римма Гамбировапа Ирина Паршуткина социаллă педагог кĕтсе илнĕ.
Виçĕ сехете тăсăлнă ĕçлĕ тĕлпулу тухăçлă иртнĕ. Пелепейсем хăнасене пĕлÿ çурчĕпе, экспонатсемпе пуян музейпа паллаштарнă, ушкăнпа иртнĕ юбилей мероприятийĕн сценарине тепĕр хут алла илсе тишкернĕ тата ытти пĕлтерешлĕ ыйтусене татса панă.
– Икçĕр çухрăма опытпа паллашма килни кăлăхах пулмарĕ. Усăллине, кирлине нумай пĕлтĕмĕр. Тавах пире çакăн пек тарават кĕтсе илнĕшĕн шкул коллективне, унăн ертÿçине Римма Гамбировапа Ирина Паршуткинана, – терĕ Чăваш Хурамал шкулĕн директорĕ Ольга Никитина.
Çула тухас умĕн хăнасем, кăнтăрлахи апатлану тунă хыççăн, Пелепей хулин кивĕ пайĕпе паллашнă. Кунта революцичченхи архитектура палăкĕсем, çав шутра суту-илÿ речĕсем те, вырнаçнă. Хальхи вăхăтра вĕсене юсаса çĕнетнĕ, анчах та истори енчен илсен XIX – XX ĕмĕрти сăна çухатман, упраса хăварнă.
Юрий СНЕГОПАД. Пелепей хули.