Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче «Сурпанлă сурăх» кĕнеки кун çути курчĕ. Тĕрлĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ ачасен калавĕсемпе сăввисен пуххине кĕçĕн классенче вĕренекенсене халалланă. Профессиллĕ çыравçă тата поэт ачасемпе аслисем валли пĕр пекех ăста çырать. Çак ĕçре ăна пурнăçри пысăк опыт та пулăшса пырать. Александр Сергеевич нумай çул хушши район хаçатĕнче журналист, Юламанти шкулта тăван чĕлхе тата литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Çавăнпа та вăл ял çыннисен тата урамра кĕшĕлтетсе çÿрекен ачасен пурнăçне питĕ лайăх пĕлет. Аслă ÿсĕмрисене халалланă произведенисене çăмăл тата халăха çывăх чĕлхепе çырнă. Вăсенче шăпах ял «тути» туйăнать. Ачасене халалланă калавсемпе сăвăсем кĕске те шăнăçуллă, кулăшла тата ăса вĕрентекенскерсем. Сумлă шур сухалăмăрăн хайлавĕсем урлă автор педагогика пĕлĕвĕллĕ, литература туйăмĕллĕ, вичкĕн куçлă пулнине туйса илетĕн. Вĕсенче совет самани вăхăтĕнчи шкул воспитанийĕн паллисем те пур. А.Савельев-САС пур япала çинчен те çăмăл та чуна витмелле çырать. Апла пулин те автор пултарулăхĕпе туслă çын çеç çак йĕркесем тăрăшмасăр, хăйсем тĕллĕн çуралманнине ăнланать.