Снежана Валерьевна - асăннă шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн хастарĕ. Çак мероприяти хыççăн ăна лайăх таврапĕлÿçĕ тесе те пулать.
С.В. Никитинан кĕнеки Шаран районĕнчи Каракулька ялĕн историйĕпе çыхăннă чăн материалсен пуххи. Шел пулин те, халĕ çак ял çук. Вăл Сюнь çырма çывăхĕнче вырнаçнă пулнă. Паянхи çамрăк ăрушăн кĕнеке кăсăк пулма тивĕç.
Кĕнекене архив докуменчĕсем, çак ялтан тухнă çынсен аса илĕвĕсем тăрăх çырнă. Кăларăмра Пелепей уезчĕн Шаран ялĕнчи Михаилпа Архангел чиркĕвĕн метрика кĕнекинчен илсе çырнисем, 1917, 1920, 1926 çулсенчи ял хуçалăх перепись кăтартăвĕсем, политика террорне лексе айăпланнисемпе тĕнчен иккĕмĕш вăрçине хутшăннисен ячĕсем, халăх уявĕсене сăнланисем пур.
- Ман шутпа, С. В. Никитинан кĕнекипе паллашакансем çав вăхăта туйса илсе ял мĕнле пулса кайни, унăн ĕçлĕ çыннисем çинчен чылай çĕннине пĕлеççĕ, - тенĕ çĕнĕ кăларăма кун çути курма пулăшаканĕ, наука ертÿçи П.И. Петров ăсчах.